Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачаллă граждансене - патшалăх пособийĕсем

09 февраля 2011 г.

Раççей Федерацийĕн "Ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсем парасси çинчен" саккунĕ патшалăх ачаллă çемьесене пулăшасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Çак саккунпа килĕшÿллĕн ачаллă граждансене патшалăх пособийĕсене памалли тата тÿлемелли йĕркесене çирĕплетнĕ.

Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăракан хĕрарăмсене ача çуратас тата çуратнă хыççăнхи пособие январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа календарь уйăхĕшĕн 438,87 тенкĕ виçипе шутласа параççĕ. Çие юлсанах медицина учрежденийĕнче шута илнĕ хĕрарăмсене пĕр хут тÿлекен пособи 438,87 тенкĕпе танлашать. Ача çуратнă хыççăн пĕр хут паракан пособи паянхи кун тĕлне – 11703,13 тенкĕ. Ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан пособи виçисем те январĕн 1-мĕшĕнчен ÿсрĕç.

Ĕçлекен хĕрарăмсен пособи виçи ĕç укçипе тÿрремĕнех çыхăннă. Асăннă тÿлев вăтам шалăвăн 40 проценчĕпе танлашать. Пĕрремĕш ача çуралнă хыççăн паракан пособин чи пĕчĕк виçи 2194, 34 тенкĕрен, иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхра 4388,67 тенкĕрен кая мар пулмалла. Анчах та пособин чи пысăк виçи 8777,35 тенкĕрен иртмест. Çак пулăшăва ĕçлекенсем ĕçленĕ вырăнтан илсе тăмалла, ĕçлемен амăшĕсем, студентсем – социаллă хÿтлĕх пайĕсем урлă. Ачашăн уйăхсерен паракан пособи виçи çемьере миçе ача, вĕсем миçе çулта, çемье хăш категорине кĕнине (тулли е тулли мар) тата ашшĕпе-амăшĕн ĕç тупашĕнчен килет. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн 2007 çулхи май уйăхĕн 11-мĕшĕнчи "Ачаллă граждансене хушма социаллă пулăшу парасси çинчен" Указĕпе килĕшÿллĕн çемье тупăшне пирĕн республикăра çирĕплетсе пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçен (паянхи кун тĕлне вăл 4845 тенкĕпе танлашать) 150 процентĕнчен ытлашши пулмасан – çемьесен пособи илме право пур.

Йывăр çын хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене, 2 çултан пуçласа 3 çулхи ачасене апат-çимĕçпе туллин тивĕçтерес тĕллевпе компенсаци параççĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2007 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнчи 238-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, компенсацие вăтам тупăш пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен иртмен çемьесене параççĕ. Йывăр çын хĕрарăмсене, ача ĕмĕртекен амăшĕсене паракан компенсаци виçи – 100 тенкĕпе, 2 çултан пуçласа 3 çулхи ачасен ашшĕ-амăшĕсен 70 тенкĕпе танлашать.

Призывпа çар ретĕнче тăракан салтакăн йывăр çын мăшăрне пĕр хутчен паракан пулăшу тата призывпа çар ретĕнче тăракан салтакăн ачине уйăхсерен паракан пособи виçисем 2011 çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа 18533 тата 7943 тенкĕпе танлашаççĕ.

Сăмах май çакна та аса илтересшĕн, уйăхсерен ача пособи илекенсен çулталăкра пĕрре документсем (ял поселенийĕнчен, ашшĕпе-амăшĕн 3 уйăх каяллахи ĕç укçин калапăшне кăтартакан, 16 çул тултарнă ачасем шкулта вĕреннине çирĕплетекен справкăсем) тăратмалла, заявлени çырма паспорт пулмалла.

Палăртнă пособисене илес тесен халăха социаллă хÿтлĕх паракан уйрăма заявленисем çырмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика