09 февраля 2011 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Д.А. Медведев 2010 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн уйрăм саккун акчĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшне хăвăртлатассипе çыхăннă пайĕсене улшăнусем кĕртесси çинчен" саккуна алă пуснă. Вăл январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарма Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕнчен С.А. ЕНИЛИНĂРАН ыйтрăмăр.
– Саккун мĕн пур пай çĕрĕн уйрăм харпăрлăх правине патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлама, çавăн пекех республикăри 400 пин гектар ытла йышăнакан çĕр лаптăкĕсене уйрăм харпăрлăха илме май туса парать, – терĕ Светлана Александровна. – Ан тив, вĕсен хуçисем ял хуçалăх производствине инвестици хывччăр, ăна аталантарма нумай вăхăтлăха паракан кредитсем илччĕр, халĕччен усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртчĕр, çĕр хутшăнăвĕсене çĕнĕ вăйпа йĕркелеччĕр. Саккун ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен тухăçлăхне ÿстерме пулăшĕ.
– Пысăк улшăнусем икĕ тапхăртан тăраççĕ. Пĕрремĕшĕ иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçланнă, иккĕмĕшне июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тăсасшăн.
– Çапла. Пая уйăрса кăларса уйрăм хапăрлăха илмелли тата харпăрлăх правине регистацилеттермелли тÿлев улшăнчĕ. Малашне агропромышленноç оранизацийĕ те, хресчен-фермер хуçалăхĕ те, ытти харпăрлăхлă тытăм та Раççей Федерацийĕн субъекчĕн саккунĕпе çирĕплетнĕ хакпа пайсем туянма, сухалакан-акакан çĕрĕн харпăрлăх правине нумай вăхăтлăха (яланлăха) регистрацилеттерме пултарать. Çĕрсен кадастр тÿлевĕн 15 процентĕнчен хаклăрах пулмалла мар.
Кăçалччен пайăн уйрăм харпăрлăх правине пĕр уйри тепĕр пай хуçине е пачах урăх çĕрти çынна çĕре уйăрса кăларас тĕллевпе кадастр ĕçне саккунпа килĕшÿллĕн пурнăçлаттарсан кăна сутма е парнелеме пултарнă. Ÿлĕм вара лаптăка çĕр виçекене кастарса тăкакланмасăрах тата тÿлевсĕрех предприяти-организацие е пĕр-пĕр çынна парнелеме ирĕк пур. Çак ыйтăва татса пама Раççей Федерацийĕн Картографи, кадастр тата патшалăх регистрацийĕн республикăри управленине заявлени тăратмалла. Çын уйрăм харпăрлăх прависĕр юлнине регистрациленĕ кунран пуçласа пай хуçи пулма пăрахать. Çакăнпа пĕрлех çĕр е хула округне, е хула (ял) тăрăхне куçать. Харпăрлăх правине вĕсем хăйсен аллине илме тивĕçлĕ. Вăл тепĕр çынна куçнă чухне ăна усă курма арендăна паракан килĕшĕве улшăну кĕртмелле мар.
– Республикăра пушă выртакан ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр чылай. Вĕсене çулла çум курăк пусса илни саккуна пăхăнманни мар-и;
Усă курманшăн явап тыттарма пăхнă-и;
– Темиçе çул сухаламанни-акманни, тыр-пул çитĕнтерменни Раççей Федерацийĕн саккунне пăснине пĕлтерет. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсенче палăртнă вăхăтра производствăпа çыхăннă ĕç пурнăçламан должноçри çыннăн тата предприяти-организацин яваплăхне палăрмаллах ÿстернĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен пай хуçине – 2-5 пин, должноçри çынна – 4-6 пин, предприяти-организацие 80-100 пин тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Анана 3 çул тата ытларах пушă вырттарсан е экологие, çĕр ĕçĕн йĕркине пăхăнмасан хуçаран, предприяти-организацирен туртса илме пултараççĕ.
– Пая мĕнлерех шута илеççĕ;
– Республикăра усă куракан 537,6 пин гектар çĕр. 126,4 пин гектара кăна уйрăм харпăрлăх правин патшалăх регистрацийĕ витĕр кăларнă. Паянхи кун тĕлне ыттипе арендăна илнĕ чухне çирĕплетнĕ килĕшÿсене патшалăх регистрацийĕ витĕр кăлармасăрах усă кураççĕ. Шута илнĕ пайсем Шăмăршăсен – 8740 гектар (52:), Вăрмарсен – 11030 (46:), Пăрачкавсен - 14471 (40:), Канашсен – 12988 (40:);
Елчĕксен –12923 (40:).
– Муниципалитет пĕрлешĕвĕсен мĕнле ыйтусене татса памалла;
– Харпăрлăх-çăсен правине регистрацилессипе çыхăннă ыйтусене татса пама вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те хутшăнаççĕ. Пай хуçисен 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен лаптăксене виçмелли проектсем тутармалла. Харпăрлăхçăсем хатĕрлеттермесен муниципалитетсен ку ĕçе 2013 çулхи июль уйăхĕн 1-мĕшĕччен пурнăçлаттармалла. Харпăрлăха илме ыйту тăратман лаптăксене вĕсем çирĕплетнĕ проектсемпе килĕшÿллĕн шута илеççĕ тата пайсен харпăрлăхĕсем пулса тăраççĕ. Малтанлăха шутланă тăрăх вырăнти хăй тытăмлăхăн хăйĕн аллине 124 пин гектар илме, каярахпа çĕрсен кадастр тÿлевĕн 15 проценчĕпе танлашакан хакпа сутсан 400 миллион тенкĕ ытла тупăш тума май пур. Çĕр виçтерсе, кадастр шутлавĕ тата пухусем ирттерсе пулакан тăкак 50 миллион тенкĕрен ытла пулас çук. Кĕскен, вырăнти бюджетшăн – хыснана пуянлатмалли тепĕр çăл куç. Вăл пайсене шута илме тата йĕркене кĕртме хавхалантарĕ. Çапах та ял поселенийĕсенче ăнланса пĕтереймен ыйту сахал мар. Вĕсене татса пама пулăшас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх специалисчĕсем валли кăçал кашни район-хулара семинар-канашлу ирттеретпĕр.