Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кĕлпук мучин» авторне халалласа

09 февраля 2011 г.

2011 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Чăваш халăх поэчĕ, РСФСРăн М. Горький ячĕллĕ, Чăваш Республикин К. Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕсен лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ Я.Г. Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитет.

Ухсай Яккăвĕ талантлă поэт кăна мар, пултаруллă драматург та, публицист та, куçаруçă та. Вăл халăхпа, тăван тавралăхпа тачă çыхăннă поэт. Яков Гавриловичăн поэзийĕ пуян та тĕрлĕ енлĕ, вăл чуна пырса тивекен ăшă туйăмлă лирикăпа, халăх ăсĕпе тата кăмăллă кулăшпа тулнă. "Тутимĕр" трагеди, "Ту урлă çул" тата "Акăшкюль" сăвăлла романсем, "Манăн ачалăх çăлтăрĕ" трилоги, "Кĕлпук мучи" поэма тата ытти нумай произведенисем тăван литературăра ылтăн саспаллисемпе çырăнса юлнă, вĕсене килес ăрусем те интересленсе вулĕç.

Шăмăршă ял поселенийĕн тĕп библиотекинче Чăваш халăх поэтне Яков Ухсая халалланă мероприятисен ĕç планне туса хатĕрленĕ. Библиотекăра кĕнеке выставкине те йĕркеленĕ. Куравра – халăх поэчĕн произведенийĕсем, писательсен аса-илĕвĕсем, библиографи справочникĕсем, буклетсем, сăн ÿкерчĕксем.

Библиотекăра кăçал Ухсай Яккăвне халалланă электронлă презентацисем, литература каçĕсем, поэзи сехечĕсем, калаçусем тата ытти мероприятисем пулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика