12 февраля 2011 г.
ÇĔНĔ ТĂРĂН ялĕнчи Никифоровсем чăннипех ĕçчен, канăçа пĕлмен çынсем. Ир пуçласа каçченех ĕçлĕ темелле Марияпа Станислава. Йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем.
Пушă мар Никифоровсен картишĕпе витисем. Ĕçчен çемьен халĕ мăйракаллă шултра выльăхсем, сăвăнакан ĕнесемпе пĕрле, пилĕк пуç. Сыснасем те йышлă. Картишĕнчи урхамахĕ те кĕçенсе çеç тăрать, кÿлсе çула тухсан вара «çилхи витĕр çил вĕрет». Чăх-чĕп те – картиш илемĕ.
– Выльăх усранин усси пурах çав, – теççĕ Марияпа Станислав. – Аш-какайĕ, сĕт-çăвĕ – хамăрăн, сутсан укçи-тенки те пухăнать.
Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакансемшĕн Никифоровсем яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.