Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт – урам илемĕ

12 февраля 2011 г.

КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ Полевая урамра кашни çулах çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. 2010 çулхи ноябрь пуçламăшĕнче Кондратьевсен çемйи те çĕнĕ пÿрте пурăнма куçрĕ.

– Кашни арçыннăн хăйĕн пурнăçĕнче çурт тумалла, ывăл ача ÿстерсе çитĕнтермелле, йывăç лартмалла, – тенĕ халăх каларăшĕнче, – пуçларĕ калаçăва кил хуçи Сергей Кондратьев. – Мăшăрăмпа – Иринăпа – канашларăмăр та, çемье валли хамăра уйрăм пÿрт тума шутларăмăр.

Строительство ĕçĕсене пурнăçлама нихăçан та çăмăл пулман. 2006 çулта çамрăк çемье Ирина ячĕпе (вăл «Нектар» ПКФра поварта тăрăшать) пĕчĕк процентлă ЛПХ кредитне илнĕ. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх уйăракан çăмăллăхлă кредитпа Кондратьевсем çĕнĕ вите туса лартнă, 7 сысна çури туяннă. Сыснасем самăртса аш-какай сутни икĕ ачаллă çемьене строительство ĕçĕсене пуçăнма май панă – 2007 çулта Кондратьевсем çĕнĕ урамра пулас çуртăн никĕсне ярса хăварнă.

Сергей Петрович платникпе столяр ĕçне те ăста. Вăл вахта мелĕпе тăтăшах Мускав облаçĕнчи стройкăна ĕçлеме çÿрет. Унта ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе те Кондратьевсем кирлĕ материалсем туянса пынă. 2008 çулта ĕçчен çемье йывăç пура мăкласа хăпартнă, ун çумне кирпĕчрен хушма пÿлĕмсен стенисене купаланă, тăррине ондулин материалпа витнĕ. 2009 çулта мачча-урай сарнă, алăксем вырнаçтарнă. Платниксен бригадине кил хуçи ертсе пынă. Чÿрече рамисене Сергей Петрович хăех питĕ тирпейлĕ ăсталанă. Пĕлтĕр туслă çемье газификаци монтажне вĕçлесе, шалти ĕçсен тĕп пайне пурнăçласа çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă.

Хăтлă та ăшă çуртра – пысăк зал, ачасен пÿлĕмĕ (асли, Антон, Шупашкарти профтехучилищĕре вĕренет, кĕçĕнни, Анна, ялти шкулта 7 класра пĕлÿ пухать), анлă прихожăй, котельнăй-кухня. Котельнăйранах путвала кĕме пулать. Кăçал, шалти ĕçсене пĕтĕмпех вĕçленисĕр пуçне, душ пÿлĕмне те хута яма ĕмĕтленеççĕ Кондратьевсем.

Вĕсем лупас-вите тата ыттине тума та материалсем хатĕрлесе çитернĕ. Мал ĕмĕтлĕ ĕçчен çемье кăçалхи çула та хĕрÿ ĕçре ирттерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика