Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сигарет тупăка сĕтĕрет...

12 февраля 2011 г.

Ученăйсен тĕпчевĕсем кăтартнă тăрăх, этем сывлăхĕн 51 проценчĕ вăл мĕнле пурнăçпа пурăннинчен, сывлăхне мĕнле упранинчен, тепĕр 40 проценчĕ экологирен, ĕç вырăнĕнчен е çуккинчен, çемьерен тата ытти пулăмсенчен, 10 процентне яхăн çеç медицинăран килет. Сывлăхлă пулас тесен вара мĕн ачаранах, пурнăç тăршшĕпех ăна упрамалла, çирĕплетмелле.

Раççей халăхĕн шучĕ чакса пыни, çынсем хăйсен сывлăхне пачах хаклама, сыхлама пăрахни пирĕн патшалăх ертÿçисене те пăшăрхантарать. Раççей Президенчĕ Д.А.Медведев, Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев хăйсен программисенче халăха сывлăха упрамалли çинчен тилмĕреççĕ, ыйтаççĕ.

Паян манăн та тепĕр хут табак сиенĕ çинче чарăнса тăрас килет.

Табак туртатăр – сывлăха пысăк сиен кÿретĕр

Çамрăксем ытларах юлташĕ, ашшĕ-амăшĕ, аслисем е юратакан артистсем, учительсем туртнине курса тĕтĕме хăнăхаççĕ. Малтанлăха вылякаласа çеç, каярах вара çине-çинех "сăвăрма" пуçлаççĕ вĕсем. Юлашки çулсенче çак йăла хĕр ачасем хушшинче те сарăлчĕ. Тата çакна та палăртмалла: çамрăк çын 20 çула çитиччен табак туртмарĕ пулсан, каярах пачах туртманнисем питĕ нумай.

Тепĕр арçынсем пÿртрех пирус мăкăрлантараççĕ. Табак туртни ача-пăча сывлăхне пысăк сиен кÿрет, организмне хавшатать, ăс-тăнне чакарать, минретет. СССР сывлăх сыхлавĕн пĕрремĕш комиссарĕ М.А. Семашко кун пирки çапла çырнă: "Табак туртакан кашни çын çакна пĕлсе тăтăр тата манса ан кайтăр: тĕтĕмпе вăл хăйне çеç мар, юнашар тăракан юлташне те наркăмăшлать".

Табак тĕтĕмĕнче наркăмăшлă элементсем нумай. Тĕтĕмри никотин çăварти, сăмсари, тип пырти, апат хуранĕнчи лаймака витĕр организма кĕрет. Çамрăк çын кĕске вăхăтра 20-25 сигарет туртса ярсан вилсе кайма та пултарать.

Никотин тата таса мар тĕтĕмри наркăмăшсем темиçе минутрах пуç мими патне çитеççĕ, нерв клеткисене вырнаçса унăн системине пăтраштарса яраççĕ. Çыннăн ун чухне пуç çаврăнать, ыратать, аллисем чĕтреççĕ, карланкăри, апат хуранĕнчи мышцăсем хытса, хĕсĕнсе пыраççĕ, çынна хăстарать, вар витти те пулма пултарать.

Никотинсăр пуçне табак тĕтĕмĕнче ученăйсем 30 яхăн тĕрлĕ наркăмăш тупнă.

Апат хуранĕн тĕрлĕ юхан-суранĕн 70 проценчĕ табак туртнипе çыхăннă. Çавăнпа та табак туртакан çынна апат хуранĕн чирĕнчен сыватма йывăр.

Никотин – организмшăн наркăмăш. Çакна ватăсен çамрăксене, ашшĕ-амăшĕн ачисене, врачсен чирлисене, учительсен вĕренекенсене асăрхаттарсах тăмалла, хăйсем вĕсемшĕн тĕслĕх пулмалла. Учитель ачасем умĕнче, медицина ĕçченĕ çынсем умĕнче табак мăкăрлантарса тăни питĕ сиенлĕ тĕслĕх. Çакă пулмалла мар! Табак туртакансем ÿпке ракĕпе ыттисенчен 10 хут ытларах чирлеççĕ. Çавăнпа та çак сиенлĕ тĕтĕм-сĕрĕмпе туслашиччен мĕн ачаранах ашшĕ-амăшĕн те, ачисен те тĕплĕн шухăшламалла.

Табак туртма пăрахас тесен мĕн тумалла;

Чăн малтан туртма пăрахасси çинчен тĕплĕн, куллен шутламалла, унăн сиенĕ çинчен пĕтĕмпех пĕлме тăрăшмалла, туртма пăрахас тапхăра палăртса хатĕрленмелле (эрне вĕçĕ, отпуск, ачасем е арăмăн çуралнă кунĕ тата ытти те - кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕ те, уявĕ те...). Паллах, табакпа сыв пуллашма шутланă çынна килтисем те, юлташĕсем те пулăшни вырăнлă.

Çын вăй çитерсен тÿрех, е куллен пĕрер сигарет чакарса пырса уйăх тăршшĕнче майĕпен табакран хăтăлма пултарать. Халĕ ку енĕпе телевидени каналĕсенче мĕнле кăна эмелсемпе, меслетсемпе усă курма хистемеççĕ-ши; Çапла майпа хăйсем валли укçа "пичетлеççĕ".

Çавăнпа та эмелсемпе врачпа канашланă хыççăн çеç усă курма юрать. Меслечĕсем чăнах та питĕ нумай, анчах та этемĕн хăйĕн пуçра тĕп шухăш пулмалла: "Эпĕ хам сывлăха та, çемьен пурнăçне те кĕскететĕп, пули-пулмишĕн пысăк укçа тăкаклатăп!" Çак шухăш тĕп вырăнта пулмалла!

Эпир, врачсем, çынна йывăр вăхăтра яланах пулăшма хатĕр. Анчах та кунта кашнинех хăйĕн тăрăшни, сывлăха мĕн ачаранах упрама пĕлни кирлĕ.

Темшен-çке чылайăшĕ сывлăхĕ самай хавшаса çитсен çеç тухтăр патне çул тытать, малтан çитмен вăхăтне тупсах, юлашки укçине шеллемесĕр сывлăхлă пулма тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика