16 февраля 2011 г.
Владислав Митрофанова - 2002 çулхи августăн 19-мĕшĕнче Чечен Республикинче службăри тивĕçне пурнăçланă чух паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ ентеше – Васансем асра тытаççĕ. Февралĕн 9-мĕшĕнче вăл вĕреннĕ Васанти вăтам шкул стени çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç. Çак ятпа ирттернĕ митингра Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ В.В. Ляшенко подполковник, Васан ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В. Ястребов, шкул директорĕ А.В. Ларионов сăмах каларĕç, çамрăксене Тăван çĕр-шыва Владислав пек чĕререн юратма чĕнсе каларĕç.
Митинга хутшăннисене Владиславăн амăшĕ Антонина Александровна ывăлне асра тытнăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
Шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем Раççей çарне халалланă литературăпа музыка композицийĕ лартса пачĕç.