16 февраля 2011 г.
Хальхи чăваш хăна-вĕрле пухса хăналанма юратать. Ĕç вăхăтне пăхмасăр сĕтел хатĕрлесе ĕçме-çиме пухăнаççĕ.Савăнса, килĕштерсе пурăнни питĕ лайăх. Çакăншăн хĕпĕртемелле кăна. Анчах та эпир халĕ виçине пĕлсе эрех-ханшине ĕçместпĕр, чуна пырса тивекен юрăсем шăрантармастпăр, чăваш ташшине ташлама пĕлместпĕр. Купăс сассине те илтейместĕн. Ăна магнитофонсем улăштарчĕç.
Чĕннĕ киле пыратпăр та кил хуçисем чупса çÿресе, тăпăртатса тăрса ĕçтерме пуçланине асăрхатпăр. Вĕсене ырă кăмăлĕшĕн тав туса черкке хыççăн черкке пушататпăр. Хĕрсе пынă май вырăс юррисене чăвашлисенчен маларах тăсса яратпăр. Сăмахĕсене вĕçне çитиех пĕлмесен те ĕнĕрлетпĕр. Арçынсем тепĕр пÿлĕме тухса картла выляма пуçлаççĕ. Хăйсене хăнари пек мар, хурал пÿртĕнчи пек туйса çухăрашаççĕ, янрашаççĕ. Никамăн пуçĕнче те чăваш йăли-йĕркине пăхăнса ĕçкĕ-çикĕ ĕçесси çуралмасть.
Ĕçкĕ-çикĕ тесенех эпир паян эрех-сăра ĕçме каймаллине шута хуратпăр, юрласа-ташласа савăнассине аса та илместпĕр. Çавăнпах пулĕ çĕнĕ ăру чăваш халăхĕн юррине, ташшине, такмакĕсене пĕлмест. Ялта çуралса ÿснĕ чăвашсем хамăр уява вырăс сĕмĕ кĕртрĕмĕр, ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан йăла-йĕркене мантăмăр. Туй – çĕнĕ хăтана та Чăваш хĕрарăмĕ чăваш тумтирне тăхăнмасть. Аркăллă кĕпесем, тĕрĕллĕ тутăрсемпе саппунсем вĕсен шкапĕсенчен çухалса пыраççĕ.
Пин-пин юрăллă чăваш çĕр-шывĕ хăйĕн юррисене кĕрекене пухăнсан юрлама пĕлменни чăннипех те шухăша ярать. Алă çупса такмаклакансем те, ура хуçса ташлакансем те сахаллансах пыраççĕ. Ваттисем вĕрентмеççĕ е çамрăксем хăйсем вĕренмеççĕ-ши юрра-ташша; Каплах пырсан ăçта пырса çитĕпĕр-ши; Тен, сирĕн, хаклă вулаканăмăрсем, çак çивĕчленсе пыракан лару-тăруран тухмалли сĕнÿ пур;