Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ Шупашкартан – Дипломсемпе

16 февраля 2011 г.

ÇАК кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çамрăксен тата шкулта вĕренекенсен регионти XIV наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. «Наука. Творчество. Аталану» ятпа йĕркеленĕ электронлă презентацисен мероприятине, Чăваш Енсĕр пуçне, Тутарстанран, Марий Эл Республикинчен килнисем те хутшăнчĕç. Шăмăршă вăтам шкулĕнчен унта 14 вĕренекен хăйĕн творчество ĕçĕпе паллаштарчĕ.

Конференци пĕтсен, жюри тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тусан Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 9 «б» класра вĕренекен А.Падиарова (руководителĕ А.В.Сагдеева), 9 «г» класра вĕренекен А.Харитоновапа Л.Пелеева (ертÿçи И.В.Кудряшова) виççĕмĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçнĕ. 2 «б» класри М.Мартынова (ертÿçи В.Б.Мартынов), 11 «а» класри Ю.Шигаревапа П.Погашева (ертÿçи Е.Н.Муромцева) иккĕмĕш степеньлĕ Дипломсем илнĕ.

Конференцин çак лауреачĕсене, вĕсен творчество ĕçĕсен ертÿçисене ăшшăн саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика