16 февраля 2011 г.
ÇЫН пурнăçĕнче асра юлакан самантсенчен пĕри вăл – шкул çулĕсем. Вĕсем нихăçан та манăçмаççĕ. Ирсерен сумка йăтса такăрлатнă сукмакпа юлташсемпе шăкăл-шăкăл калаçса утнине, уроксем хыççăн выляса-кулса киле таврăннине епле манăн-ха. Пĕрремĕш юрату, чун ыратăвĕ... Пурте çаксем парта хушшинче ларнă чухне çуралакан туйăмсем. Шел, ытла та хăвăрт иртсе каяççĕ шкул çулĕсем.
Алла аттестат илсе шкулпа сыв пуллашнă ял çыннисем Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула килсех çÿреççĕ. Вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçаççĕ, хăйсен кун-çулĕ пирки каласа параççĕ. Паллах, çакă вĕрентекенсене савăнтарать.
Выпускниксемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва та çак шкултан вĕренсе тухнисем йышлăн пуçтарăнчĕç, пĕр-пĕринпе курнăçрĕç. Килнĕ хăнасене 9 класра вĕренекенсем ăшă сăмахсем каласа кĕтсе илчĕç, классене кăтартса çÿрерĕç.
Шкул ирсторийĕпе, унăн директорĕсемпе, вĕрентекенĕсемпе пухăннисене Г.А.Петрова вĕрентекен паллаштарчĕ. Кашни тапхăр çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Хальхи шкул пурнăçне вара шкул директорĕ А.Г.Петров сăнласа кăтартрĕ. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Хăнана килнисем те калаçăва хутшăнчĕç. Кашнийĕнех каласа памалли, аса илмелли нумай пулчĕ.
Шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç: юрăсем юрларĕç, ташăсем ташларĕç, сăвăсем вуларĕç. Выпускниксем те парăмра юлмарĕç. Е.Ильдяковапа Е.Саминова куракансен кăмăлне çепĕç юрăсемпе çĕклерĕç. «Изгиб гитары желтой» юрă вара гимн вырăннех пулчĕ, ăна пурте пĕрле шăрантарчĕç.