Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мартăн 6-мĕшĕ – Хĕле ăсатмалли кун

19 февраля 2011 г.

Вырсарни кун, мартăн 6-мĕшĕнче, Шăмăршăри Культура аталанăвĕн центрĕ (керменĕ) умĕнчи площадьре район уявĕ иртет. Çак кун пурте пĕрле Хĕле ăсататпăр.

Уяв Çăварние сăнлакан театрализаци представленийĕпе уçăлать. Малалла вара районти чи лайăх художество коллективĕсемпе уйрăм солистсем пысăк концерт кăтартаççĕ.

Уява килнисем ял поселенийĕсен декораципе алĕç ăсталăхĕн анлă выставкипе паллашма пултараççĕ.

Район уявне хăйне евĕрлĕ тĕс кÿрсе, хăюсемпе, хăмпăсемпе илемлетнĕ, çуна кÿлнĕ лашасем райцентр урамĕсемпе çаврăнĕç. Паллах, лавсем çинче фольклор коллективĕсем пулĕç, купăсçă ертсе пынипе Çăварни юррисене шăрантарĕç.

Яланхи пекех, уявра аттракционсем (шакмак çапнă шалçасем çине тĕревленсе утасси, çăвара кашăк хыпса, ун çине теннис шарикĕ хурса чупасси, "Автансен çапăçăвĕнче" тупăшасси, урасене михĕ тăхăнса ăмăртасси, армреслинг тата дартс вăййисенче тупăшасси) тата спорт вăййисем (60 метрлă дистанцие чупасси) (ачасемпе çитĕннисем), кире спортĕнче вăй виçесси, вĕрен туртасси, шашка-шахмăтла вылясси (керменĕн иккĕмĕш хутĕнчи фойере), хоккейла выляса (çамрăксем тата 35 çултан аслăрах спорт ветеранĕсем) ăмăртасси те пулаççĕ.

Уява килнисем тутлă шашлăкпа, техĕмлĕ чей-кофепе, тĕрлĕ йышши кондитер çимĕçĕсемпе сăйланма пултараççĕ.

Мероприяти ирхине 10 сехетре пуçланать. Район çыннисене савăнăçлă уява йыхравлатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика