Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пахалăхĕ тата сывлăх

19 февраля 2011 г.

Пурнăç пахалăхĕ тата сывлăх

Февралĕн 11-мĕшĕнче "Единая Россия" парти лидерĕн Владимир Путинăн общество йышăну пÿлĕмĕнче асăннă партин "Пурнăç пахалăхĕ (Сывлăх)" проекчĕн ĕç ушкăнĕпе эксперт канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне ку проектăн Чăваш Енри координаторĕ, ЧР патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ, проект ертÿçи Ольга Зайцева, проект ертÿçин çумĕ, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Алексей Федоров, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, эксперт канашĕн председателĕ, Шупашкар хула администрацийĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Марков, партин регион ĕçтăвкомĕн ертÿçи Галина Николаева, ĕç ушкăнĕн тата эксперт канашĕн членĕсем – республикăри медицина учрежденийĕсен тĕп врачĕсем – хутшăннă.

Парти проекчĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программа туса хатĕрленĕ.

Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавне çĕнетсе лайăхлатмашкăн асăннă проект тăрăх федераци бюджетĕнчен тата 4,136 млрд тенкĕ уйăраççĕ. Çав укçапа медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсама тата пурлăх никĕсне тĕреклетме, вĕсенче информацин хальхи тытăмне ĕçе кĕртме медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермелли çĕнĕ стандартсемпе усă курма палăртнă.

2011-2012 çулсенче республикăри сиплев учрежденийĕсен 40 процентĕнче пÿлĕмсене тата инженери тытăмне суйласа илсе е пĕтĕмпех тĕпрен юсаççĕ. Çапла вара çурт-йĕре техника тĕлĕшĕнчен йĕркеллĕ тытса тăма май килнипе пĕрлех пациентсемпе персонал валли хăтлă та сиенсĕр условисем туса хурĕç.

Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене информацин хальхи тытăмĕпе тивĕçтерни вара вĕсен ĕç-хĕлне тухăçлă йĕркелесе пыма пулăшĕ. Информацин автоматизациленĕ тытăмĕн мелĕсем (электрон регистратура, электрон госпитализаци тытăмĕ, медицинăн ятарлă пулăшăвне кĕтмелли листсене йĕркелесси тата ытти те) пациентсем пырса çÿрессине оптимизацилеме, учрежденисене пĕлсе ертсе пыма тата больницăсемпе ытти медучреждение документсен электрон çаврăнăшĕн йĕрки çине куçарма май парĕ.

2011-2012 çулсенче пирĕн республикăра пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн тепĕр 21 офисне уçма палăртнă. Вĕсем Улатăр, Патăрьел, Вăрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсенче пулĕç.

"Пурнăç пахалăхĕ (Сывлăх)" проекта ĕçе кĕртмелли мероприятисене пурнăçланине тата укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курнине "Единая Россия" парти тĕрĕслесе тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика