Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмăлĕ ырă, чунĕ илемлĕ

19 февраля 2011 г.

Кăмăлĕ ырă, чунĕ илемлĕ

МАНĂН асанне – çав тери ырă кăмăллă çын. Ăна Надежда Михайловна Малеева тесе чĕнеççĕ. Вăл Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1965 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан ăна кĕркунне районти ВЛКСМ комитечĕ Кивĕ Чукалти шкула пионервожатăйра ĕçлеме янă. 1966 çулта ăна "За коммунизм" колхозăн комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартнă. Çамрăксен ĕçне вăл лайăх ертсе пынă. Малалла, мĕн тивĕçлĕ пенсие кайичченех, тăван колхозра ĕçленĕ.

Пултаруллă хĕр çак тăрăхрах хăйĕн телейне тупнă. Ял каччипе Николай Степановичпа пĕрлешсе 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра асанне, тивĕçлĕ канура пулсан та, ĕçсĕр пĕр самант та лармасть. Унăн вăр-вар аллисем яланах ĕç тупаççĕ. Уйрăмах вăл садра, пахчара ĕçлеме кăмăллать. Хăй çитĕнтерекен пахча çимĕçсемпе, чечексемпе калаçать. Вăл туса илнĕ пахча çимĕç пирĕн сĕтел çинчен çулталăкĕпех татăлмасть. Алса-чăлха çыхса та тăхăнтартать вăл пире.

Асанне пурнăçра пухнă опычĕпе пире те паллаштарать. Ăс парса вĕрентсе пырать вăл пире. Çакăншăн эпир ăна хисеплетпĕр, юрататпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика