Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйне курман пулин те

19 февраля 2011 г.

МАНĂН асанне – Лия Мироновна Малеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Миронова). Вĕсем тăватă пĕр тăван пулнă, пĕчĕккĕллех амăшĕсĕр тăлăха тăрса юлнă. Ашшĕ тăрăшнипе виççĕшĕ учителе, пĕри юриста вĕренсе тухнă. Лия Мироновна институтран вĕренсе тухсан пирĕн яла ĕçлеме килнĕ. Шкулта вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Асатте те, Антон Петрович Малеев, шкулта вăй хунă. Тăрăшуллă та илемлĕ хĕре асатте килĕштернĕ, кĕçех çемье çавăрнă. Вĕсем тăватă ывăлпа пĕр хĕр çуратса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă.

Манăн асанне ырă, çепĕç кăмăллă пулнă. Ăна ачасем те, учительсем те юратнă, ял çыннисем те хисепленĕ. Пирĕн класс ертÿçине те манăн асанне вĕрентнĕ. Шкулта лайăх ĕçленĕшĕн асаннене Хисеп грамотисем парса чысланă, "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă.

Тивĕçлĕ канăва тухсан вăл нумай пурăнайман, йывăр чирлесе çĕре кĕнĕ. Эпĕ, асаннене курман пулин те, унпа мухтанатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика