Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕр, килĕр, кайăксем!

19 февраля 2011 г.

Килĕр, килĕр, кайăксем!

ШĂМĂРШĂРИ "Ромашка" ача садĕнче "Хĕлле кайăксене тăрантарар" конкурс вĕçленчĕ. Çак конкурса пĕчĕккисен ашшĕ-амăшĕсем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсем сырăшсем туса ача садĕнчи выляв площадкинчи участоксенчи - кашни группăн хăйĕн лаптăкĕ – йывăçсем çине çакса тухрĕç, вĕсем çине кĕрпе сапса пачĕç. Кайăксем йышлăн вĕçсе киле-киле сырăшсем çине лараççĕ, пĕрчĕсене хыпаççĕ.

Пĕрремĕш кĕçĕн ушкăнăн хăйне çирĕплетнĕ участокĕнче те сырăшсем çителĕклĕ (воспитателĕ Г.Л. Сергеева). Ефимовсен, Александровсен, Семеновсен, Матвеевсен, Марковсен çемйисем алĕç ăсталăхĕнче пысăк пултарулăхпа палăрчĕç.

Кăсăясемпе çерçисем апатланнине пĕчĕккисем чÿречерен кăсăкланса сăнаççĕ, урамра площадкăра вылянă чухне те вĕсем çине юратса пăхаççĕ, сырăшсем çине кĕрпе сапса параççĕ.

Кайăксем хăйсен пĕчĕк çунаттисемпе çатăлтаттарса апатланни хăйсене тав тунăнах туйăнать ачасене.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика