22 февраля 2011 г.
Февралĕн 17-мĕшĕнче район администрацийĕнче «Единая Россия» парти председателĕн В.В. Путинăн регионти обществăлла йышăну руководителĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн культура, вĕрентÿпе наука, наци тата çамрăксен политики енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ В.В. Андреев районти тĕрлĕ ялсенчи граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Тĕпрен илсен, çак йышăнура "вĕри точкăсенче" çар тивĕçне пурнăçланă запасри воинсене, нумай ачаллă çемьесене патшалăх уйăракан çăмăллăхсене илессипе, "Çамрăк çемье" Прогаммăпа усă курса пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçессипе, аукцион йĕркелесе вăрман делянкине туянас йĕркене уçăмлăх кĕртессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.