22 февраля 2011 г.
ТĂВАН çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ – салтак мухтавĕн, паттăрлăхĕпе хăюллăхĕн уявĕ.
Кашни килте тенĕ пекех çĕр-шыв умĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçланă арçынсем пур, теприсем хăйсен пурнăçне çарпа тата флотпа çыхăнтарнă, Тăван çĕр-шыва сыхлас пархатарлă çул суйласа илнĕ. Службăра пулнă вăхăт пуриншĕн те чăннипех пурнăç шкулĕ пулса тăрать. Çарпа флот ĕнерхи яшсене чăн-чăн арçын пулма, вĕсен характерне туптама пулăшать, патриотизм туйăмне вăйлатать. Паян службăра тăракансем хăйсен аслашшĕ-кукашшĕсен, ашшĕсемпе тетĕшĕсен пархатарлă ĕçне малалла тăсаççĕ, вĕсен ятне çÿлте тытаççĕ.
Хĕç-пăшаллă вăйсен историйĕ – çĕр-шыв кун-çулĕ, унăн уйрăлми пайĕ, мухтавĕ. Салтаксемпе матроссен, офицерсен граждан тата Аслă Отечественнăй вăрçăсенчи паттăрлăхĕ ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă. Афганистанпа Чечня пирки те çакнах каламалла.
Хисеплĕ ветерансем, салтаксемпе матроссем, сержантсемпе старшинасем, офицерсем! Сире тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, салтак ятне яланах çÿлте тытма ырă сунатăп.