Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăçмаççĕ службăри кунсем»

22 февраля 2011 г.

«Манăçмаççĕ службăри кунсем»

Тăван çĕр-шывăн Конституцийĕнче палăртнă тивĕçе пурнăçласа, арçынсем 18 çул тултарсан çар службине каяççĕ, алла хĕç-пăшал тытса çĕр-шыв тата мирлĕ халăх тăнăçлăхне упраççĕ. Хăйсем валли ыррине, усăллине мĕн илнĕ-ха çар ретĕнче арçынсем; Пирĕн корреспондент çак кунсенче запасри воинсемпе тĕл пулса калаçнă, хăйсен служби пирки каласа пама ыйтнă.

Андрей Куликов (Виçпÿрт Шăмăршă ялĕ), суту-илÿ ĕçченĕ:

– Ял хуçалăх институтне пĕтерсен, 1981 çулта, мана çар службине илчĕç. Байкал леш енчи çар округĕнчи сержантсен шкулĕнче 6 уйăх вĕренсен Читари танксен чаçĕнче танк командирĕ пултăм. Каярахпа взвод командирĕн çумĕн должноçне çирĕплетрĕç. Служба вĕçленес умĕн запасри офицерсен курсне пĕтертĕм, киле таврăнсан лейтенант званийĕ илтĕм. Халĕ - запасри аслă лейтенант.

Çар служби – арçынсен чăн-чăн шкулĕ тейĕттĕм эпĕ. Унта çамрăксем йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма хăнăхаççĕ. Çак хăнăху арçынра ĕмĕрлĕхе юлать.

Абдуллазян Абульханов (Асанкасси), район больницин тĕп врачĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ:

– Манăн служба Монголире, 1971-1973 çулсенче, иртрĕ. Унта мотострелковăй чаçри ротăра мана пулеметчик пулма çирĕплетрĕç. "Калашников пулемечĕпе" çар вĕренĕвĕн занятийĕсенче пуш хир тăрăх нумай чупнă, вăрăм дистанциллĕ марш-бросоксенче те (противогаз тăхăнса) сахал мар пулнă. "Пехота-хир патши" тесе ахаль каламан пулĕ.

Салтакра пиçĕхни, çамрăк чухнех йывăрлăхсене çĕнтерме хăнăхни руководитель ĕçĕнче чăтăмлăн ĕçлесе пыма май парать.

Василий Воробьев (Шăмăршă ялĕ), предприниматель:

– 1973 çул пуçламăшĕнче мана, районти "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнче трактористра ĕçлекенскере, çар комиссариатĕнчен шофера вĕренме кайма сĕнчĕç. Эпĕ, пысăк хăвăртлăхлă техникăпа ĕçлеме ĕмĕтленнĕскер, хаваспах килĕшрĕм. Канашра 4 уйăх вĕренсе водитель удостоверенине илсен, çуркунне салтака кайма повестка пачĕç.

Служба Монголире иртрĕ. Унта ГАЗ-66 тата ЗИЛ-130 автомашинăсемпе çар грузĕсем турттартăм. 2 çултан киле таврăнсан, водитель хăнăхăвне илнĕ май, мана хам малтан ĕçленĕ пĕрлешÿре тÿрех вĕр-çĕнĕ ГАЗ-53 автомашина шанса пачĕç. Водитель ĕçĕнче пурĕ 30 çула яхăн вăй хутăм. 2000 çултанпа – предприниматель.

Служба маншăн, юташсемшĕн водитель опытне илмелли хăйне евĕр шкул пулса тăчĕ, вăлах водитель профессине пачĕ.

Андрей Хайыдов (Пуянкасси):

– 2006 çулхи кĕркунне мана, Канашри педучилище выпускникне, службăна кайма повестка пачĕç. Горький облаçĕнчи артиллери чаçĕнчи подразделенире отделени командирĕ пултăм. Должноçпа килĕшÿллĕн сержант званийĕ пачĕç.

Эпĕ кашни арçыннăн çар шкулĕ витĕр тухмалла тесе шутлатăп. 2009-2010 çулсенче манăн шăллăм та, Алексей, çар службинче пулчĕ. Служба туслăха упрама, "Пĕри – пуриншĕн, пурте – пĕриншĕн" ăнлавпа пурăнма вĕрентет.

Юрий Ермолаев, Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ:

– Çар службинче 1987-1989 çулсенче пултăм. Инçетри Камчаткăри пограничниксен заставинче ирттернĕ çулсем характера çирĕплетрĕç, ÿт-пĕве пиçĕхтерчĕç, пурнăç пĕлтерĕшне тарăнрах ăнланма пулăшрĕç. Службăна яланах ырăпа аса илетĕп.

Педагог пулнă май, ашшĕ-амăшĕсене сĕнÿ те парас килет. Арçын ачасене пĕчĕкренех салтак пулма хатĕрлесе ÿстермелле, вĕсене сывлăха упрама вĕрентмелле. Салтака юрăхлă ывăлсем ÿстерсе çитĕнтерни ашшĕ-амăшне илем кÿрет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика