22 февраля 2011 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ вăтам шкулти 8-мĕш классенче тĕрлĕ мероприятисем тăтăшах иртеççĕ. Паллă çынсемпе, çар профессине суйласа илнĕ выпускниксемпе те тĕл пулаççĕ вĕренекенсем. Нумаях пулмасть иртнĕ класс сехетне С.В. Еливанова учительница Антон Антонова чĕнчĕ.
Антон Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Мускав облаçĕнчи Галицинăри пограничнăй çар институтне вĕренме кĕнĕ. Раççейри хăрушсăрлăх службин институтне вĕренме кĕмелли пысăк конкурс витĕр тухса Антон Антонов курсант пулса тăни, паллах шкула та пысăк чыс кÿрет, кунти выпускниксем çирĕп пĕлÿ илнине çирĕплетет.
Класс сехетĕнчи тĕл пулура Антон хăй вĕренекен институт тата юлташĕсем çинчен питĕ кăсăклă каласа пачĕ, презентаци ирттерчĕ. Вăл института вĕренме кĕмелли условисемпе те паллаштарчĕ, çар офицерĕ пулма ĕмĕтленекен яшсене шкулта яланах лайăх вĕренме, ÿт-пĕве спортпа пиçĕхтерме сĕнчĕ.
Саккăрмĕшсем Антона асăнмалăх парнепе чысларĕç, пĕрле сăн ÿкерттерчĕç.