Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пахчара – утар, картишĕнче – виçĕ ĕне...

22 февраля 2011 г.

Пахчара – утар, картишĕнче – виçĕ ĕне...

Хырла хĕррине вырнаçнă вăрман пункчĕ вăхăтĕнче Карапай Шăмăршă ялне тăрантарнă та, тумлантарнă та. Ĕçтернĕ те, çитернĕ те темелле. Кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче виççĕртен кая мар (халĕ ун пек организаци райцентрсенче те çук) арçынпа хĕрарăм ĕçленĕ. Çĕрĕн-кунĕн чарăнман унти пăчăкă рамисем, виçĕ сменăпа ĕçлесе хăма çурнă, ытти йывăç материалсемпе хуçалăхра кирлĕ япаласене ăсталанă.

Василий Тенишевăн ашшĕпе амăшĕ Петр Евграфовичпа Анна Федоровна та çакăнта тĕрлĕ ĕçре вăй хунă. Сухăр шăрши витĕр çапнă, йывăç тусанĕпе витĕннĕ цехсене нумай хутчен кĕре-кĕре çÿренĕ ача, аслисене хăма сĕтĕрме те нумай пулăшнă. Çавăнпа 1978 çулта ялти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Василий пурнăç çулĕ çине тăмалли професси пирки нумай шухăшласа çÿремесĕрех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне таптарать. Вĕреннĕ çĕртенех ăна салтака илеççĕ. Икĕ çул Германире танк наводчикĕ пулса служба ирттернĕ хыççăн заведение каялла таврăнать, вăрман специалисчĕн дипломне илет.

Хăй çамрăкран ĕмĕтленни çитет унăн, тăван яла таврăнса хайхи вăрман пунктне цех мастерне вырнаçать. Вăр-вар та вичкĕн ăслă каччăна часах общество ĕçне те кÿлеççĕ – предприятири самях йышлă "çартан" тăракан комсомол организацийĕн секретарьне суйласа лартаççĕ. Ĕçле те ĕçле кăна темелле.

Анчах тепĕр чухне пĕтĕмпех хамăр шухăшланă пек пулса пĕтмест çав. Тепĕр çултанах комсорга алла ВЛКСМ путевкине тыттараççĕ те районти шалти ĕçсен пайне куçарса каяççĕ. Çапларахчĕ ун чухне самани: хушнă – каймалла, каланă – итлемелле. Вара малаллахи кун-çул милици ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнса каять. Çур çул Шупашкарти милици шкулĕнче кирлĕ хăнăху илнĕ хыççăн Василий Петрович ШĔМĕн Шăмăршăри пайĕнче аслă оперуполномоченнăйра, ГАИ дознавателĕнче, участоковăйсен аслă инспекторĕнче 2001 çулччен ĕçлерĕ, майора çитсе тивĕçлĕ канăва тухрĕ.

Теприсем кун пек чухне кашни уйăхра пенси укçине килсе парасса хăяккăн кăна выртса кĕтеççĕ. Василий Петрович вара пĕрре те ун пек йăхран мар. Пĕр-икĕ çул аякка кайса стройка ĕçĕсене çÿрекелесе пăхрĕ те лаш сулчĕ шапаш çине. Ун вырăнне тытрĕ те пĕтĕм вăй-халне парса вĕлле хурчĕ ĕрчетме пикенчĕ. Утар тытакан кукашшĕн юнĕ куçнă-мĕн ăна та. Кĕске вăхăтрах ĕçе ăнтарса та ячĕ. Халĕ пăх та кур–таврара ылтăн хурт ăсталăхне унран лайăх пĕлекен те çук-тăр. Пĕрисен хурчĕсем хĕлле чирлесе вилсе пĕтеççĕ. Унăн вара ăшăтнă хыççăнах кăшăл! вĕçме пикенеççĕ. Тепри çу каçа тутанса пăхмалăх пыл та илеймест. Василий Петровичăн çемье валли кăна мар, сутмалăх та пуçтарăнать. Сăлтавĕ паллă: кăмака кукринче кăна ларнипе нумай малалла каяймăн. Василий Петрович хăйне кирлĕ хаçат-журнала çырăнса илет, ятарлă литература вулать. Хурт-хăмăр ăстисен семинарĕсене те сиктермест. Паллах ĕнтĕ, лăш курмасăр çу каçа пахча хыçĕнчи вĕллесем патĕнче тăрмашать. Хăла пыл тени вăл хăй тĕллĕн пухăнмасть, кашни ĕçе вăхăтра тата тирпейлĕ туса пымалла. Ĕçкĕ-çикĕ пирки шухăшлама вăхăт çук ун чух.Тепĕр тесен, хуртсем мухмăр-сухмăра тата пирус туртакана чăтма пултараймаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх те чылай тытаççĕ Тенишевсем. Ĕне чунĕ кăна виççĕ. Мăшăрĕ Аля, Сăкăт хĕрĕ Петрова пулнăскер, ялти "Елочка" санаторире (халĕ – психоневрологи интерначĕ) сестра-хозяйкăра вăй хурать те, ир пуçласа каçчен килте çук. Çавăнпа картишĕнчи мĕнпур ĕçпе Василий Петровичăн тăрмашма тивет. Çитерме апат пайтах кирлĕ. Çуллахи вăхăтра паха утă турттарма хуçан груз автомобилĕ те урамрах ларать.

Тенишевсем пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтернĕ. ЧПУн экономика факультетне пĕтернĕ Наташа Мускаври пĕр банка вырнаçнă. Сергей те çĕр-шывăн тĕп хулинчех самай пысăк шалуллă ĕç тупнă, паллă кампани менеджерĕ, аслă шкулта заочнă вĕренет. Кĕçĕнни Саша Шупашкарти тĕп университетăн радиоэлекторника факультечĕн виççĕмĕш курсĕнче пĕлÿ пухать. Ачисем хăйсем пекех йĕркеллĕ те ĕçчен пулса ÿсни ашшĕпе амăшшĕн пысăк савăнăç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика