Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕрчевлĕ халăх пурăнать ку тăрăхра

22 февраля 2011 г.

ПĔЛТĔР республикăра тата районта тухса тăракан хаçатсенче октябрĕн 27-мĕшĕнче Ярăслав ялĕнче пурăнакан Иванпа Валентина Тихоновсен çемйине харăсах виçĕ пепке хутшăнни пирки сахал мар çырчĕç. Çак темăпа радиопа телевидени ятарлă кăларăмсем те хатĕрлерĕç. Çапла, ку тăрăхра харăсах 2-шер, хăш чухне 3-шер ача çуралнипе мухтанмалăх та пур.

Иртнĕ ĕмĕрте ял Совечĕсем туса хурсан, Васан ял территорине, Васансăр пуçне Кивĕ Шăмăршăпа Ярăслав ялĕсене те кĕртнĕ. Çак ялсене "Гвардеец" колхоза пĕрлештернĕ. Ярăславпа Кивĕ Шăмăршă ачисем ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ хыççăн малалла Васан шкулне çÿренĕ. Виçĕ ял çыннисем савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайланă тесен пĕрре те йăнăш пулмасть пулĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă чарăнсан пирĕн çĕршывра ачасем çураласси пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынă. Пирĕн районта, çав шутра Васан ял Советне кĕрекен ялсенче те, ачасем йышлă çуралнă. Ватă учительсем каласа панă тăрăх, 1957 çулта Васан шкулĕнчи 5-мĕш класа виçĕ ялтан утмăла яхăн ача çÿреме тытăнсан 2 класс йĕркелеме тивнĕ. 1975 çулта вара 86 ачана 3 класа уйăрса лартнă.

Кунта çакна пĕлме те интереслĕ. Васан шкулĕнче вĕренсе вăтам е тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕ 28 призывника 1980 çулта çар службине илнĕ (шутла, 3 отделени салтак!).

1946-1975 çулсенче Васанти 8 çуртран тăракан Кĕперкас урамĕнче кăна 43 ача (!) çуралса ÿснĕ. Пурте сывă, тĕрĕс-тĕкел пурăнаççĕ.

Йĕкĕрешсем йышлă çуралнă

Васан ял Советне кĕрекен ялсенче мĕн чухлĕ йĕкĕрешсем çуралнă тата! Çакнашкал фактсене манăн кашни ялпа уйрăммăн илсе кăтартас килет.

Васан ялĕнче:

1. Маньăпа Шурик Николаевсем (1946 ç., июнь).

2.Генăпа Леня Козловсем (1950 ç., март).

3. Лидияпа Люда Поляковасем (1958 ç., январь).

4. Лидияпа Нина Якушовасем (1961 ç., апрель).

5. Витьăпа Володя Мироновсем (1965 ç., февраль).

6. Вовăпа Надя Сатаровсем (1966 ç., январь).

7. Андрейпе Саша Старыйсем (1966 ç., январь).

8. Любăпа Таня Кузнецовасем (1977 ç., октябрь)

9. Маринăпа Ирина Алексеевасем (1982 ç., апрель).

1962 çулхи майăн 3-мĕшĕнче Васан ял Совечĕн ĕçтăвкомне тата "Гвардеец" колхоз правленине районти тĕп больницăран савăнăçлă хыпар шăнкăравласа пĕлтернĕ: Ольга Игнатьевна Алексеева виçĕ ывăл çуратнă! Юратнă мăшăрĕпе, Алексей Григорьевичпа, тĕплĕн шутласа пăхнă хыççăн ывăлсене Витя, Митя тата Петя ятсем панă. Сăмах май, Ольгăпа Алексей Алексеевсем пурĕ 5 ача çуратса ÿстернĕ: 4 ывăлпа хĕр. Валентина хĕрĕ тăван ялти пĕр хушаматлă Володьăпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ, иккĕмĕш хут çуратнă чухне çемьене йĕкĕреш ачасем килнĕ.

Кивĕ Шăмăршă ялĕнче:

1. Иринăпа Марина Ларшниковасем (1972 ç., январь).

2. Витьăпа Володя Антоновсем (1973 ç.,октябрь).

Ку ялти Алена Ельцова Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи чăваш йĕкĕтне качча тухнă, йĕкĕреш ачасем çуратнă. Вĕсене Данилпа Кирилл ятсемпе çыртарнă.

Ярăслав ялĕнче:

1. Витьăпа Петя Ивановсем (1963 ç., март).

2. Аленăпа Алеша Петровсем (1985 ç., май).

3. Оксанăпа Оля Хайловасем (1993 ç., февраль).

4. Светланăпа Таня Саманинасем (2004 ç., май).

5. Владиславпа Святослав тата Ярослав Тихоновсем (2010 ç., октябрь).

Совет саманинче çемьере 5 е ытларах ача çуралсан нумай ачаллисен шутне кĕртнĕ. Васан ялĕнче кăна 5 ачаллă 34 çемье, 6 ачаллă – 17 çемье, 7 ачаллă – 10 çемье, 8 ачаллă – 5 çемье, 9 ачаллă – 3 çемье пулнă. М.И. Вазановапа П.Николаева (вăл йĕкĕрешсем те çуратнă) вара 10 ача çуратса "Ача амăшĕ героиня" медале тивĕçнĕ. Çак хисеплĕ ятпа Кивĕ Шăмăршăри Р.А. Антонована (11 ача çуратнă, çав шутра йĕкĕрешсем те пулнă) тата А.К. Евдокимовапа А.С. Ястребована та (иккĕшĕ те 10-шар ача çуратнă) чысланă.

Вăрçă хыççăнхи тата кайранхи тапхăрта çуралнă йышлă ача-пăчана пăхса ÿстерме, вĕрентме, пурнăç çулĕ çине кăларма çăмăл пулман. Чăтăмлăхпа пултарулăх, сăпайлăх, ăш-пиллĕх, мал ĕмĕтлĕх вĕресе тăнă ашшĕсемпе амăшĕсен чун-чĕринче, мĕнле йывăр пулсан та пуç усман. Ачасем ăру малашлăхĕ пулнине лайăх ăнланнă вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика