22 февраля 2011 г.
ШАТРА е чечче чирĕпе (халăхра ăна "ветрянка" теççĕ) пурте тенĕ пекех (унччен чирлемен пулсан) чирлеççĕ. Уйрăмах 6 çула çитичченхи ачасем чирлеççĕ, çитĕннисене ку чир сахалтарах ерет.
Кĕпе-тумтир е виççĕмĕш çын урлă чир сарăлмасть. Чирлĕ çыннăн ÿт-пĕвĕнче юлашки шатрасем тухнă хыççăн вăл тата 5 кун хушши ыттисене чир ертме пултарать. Чечче чирĕ ытларах кĕркунне тата хĕлле вăй илет.
Чир малтанах мĕнле палăрать-ха;
Пĕрремĕш кун кăштах температура ÿсет, çын хăйне начартарах туять, унтан вара вĕтĕ шатрасем те тухаççĕ. Шатрасем питпе пуç, ÿт-пÿ тата ал-ура тăрăх сарăлаççĕ. Малалла вĕтĕ шатрасем хăмпăланса тăнă хыççăн çурăлаççĕ те типсе пыракан кĕсенленнĕ вырăнсем юлаççĕ. Вĕсем вара 1-3 эрнерен хăйсемех хăйпăна-хăйпăна ÿкеççĕ. Чечче чирĕ тарăна кайнă тĕслĕхсем сайра тĕл пулаççĕ, чирлĕ çынсем пĕтĕмпех сывалса çитеççĕ.
Кун йышши инфекци чирĕ ерсен мĕн тумалла-ха; Чи малтанах, урăх инфекцисенчен сыхланас тĕллевпе, гигиена йĕркисене тĕпе хумалла, алăсем таса пулмалла, чĕрнесене кĕскен кассах тăмалла. Шатра хăмписене 4-10 процентлă марганцовка е зеленкăн 1-2 процентлă шывлă е спиртлă шĕвекĕпе чÿхемелле. Чирлĕ çыннăн 9 кун хушши ытти çынсемпе хутшăнмасăр, килти пÿлĕмсенче уйрăм пурăнмалла. Шатра чирĕн вирусĕсем вăйсăр пулнă май, пÿлĕмре дезинфекци тума кирлĕ мар.
Çапла вара, хаклă ашшĕ-амăшĕ, сирĕн ачан чечче чирĕ палăрсан, ăна тÿрех больницăна илсе кайма кирлĕ мар. Кун пек чухне врача киле чĕнсе илмелле. Кăçалхи январь уйăхĕнче Шăмăршăра чечче чирĕпе чирленĕ 8 тĕслĕх пулнă, ку кăтарту иртнĕ çулхипе танлаштарсан 8 хут пысăкрах.