26 февраля 2011 г.
"КŸРШĔ тăванран та çывăхрах", – теççĕ халăхра. Çакна Кахăрлă Шăхаль ялĕнчи Калинин урамĕнче пурăнакансем тахçанах ăнланса илнĕ. Вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнаççĕ. Уйрăмах, сĕт паракансем Александрпа Валентина Юмановсене хĕллехи юрлă кунсенче бидонсемпе флягăсене лаша çуни çине лартса илсе тухма пулăшнăшăн тав тăваççĕ.
Юмановсем çирĕп хуçалăхпа пурăнаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те нумай тытаççĕ. Вĕсем лаша, ĕне, çăвăрлакан тăватă сысна ами, çурасем усраççĕ. Александрпа Валентина чăх-чĕп ĕрчетес енĕпе те тăрăшаççĕ, вĕсен çăмарта тăвакан чăхсем çирĕм ытла. Çу çитсен пусма ларса чĕп те кăлараççĕ чăхсем. Ун чухне картиш сап-сарă чĕпсемпе тулать.
Хурсем пирки те çакнах каламалла. Юмановсен аллисем çăмăл пулнăран, хурсем те йышпа савăнтараççĕ кил хуçисене.
Александрпа Валентина иккĕшĕ те "Колос" агрофирмăра тăрăшаççĕ. Ял-йышра та вĕсем ĕçченлĕхпе палăрса тăраççĕ. Кермен пек пысăк çуртра мĕн кирли веçех пур. Хуралтăсем те çирĕп, вĕсене вĕсем юсаса, çĕнетсех тăраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх те, çын пекех, тасалăхпа хăтлăха юратать.
Çакна та каласа хăварни вырăнлă: Юмановсем ялти çынсене хăйсен лашипе çĕр улми лартнă, йăран хушшисене кăпкаланă, кăларнă чухне пысăк пулăшу параççĕ. Утă-улăм турттарнă чухне те вĕсен лаши яланах "ĕçре". Ырă кăмăллă Валентинăпа Александра хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче пулăшнăнăшăн тав тăвакансем нумаййăн. Ĕçчен çынсем вара çапла хуравлаççĕ : "Ырри ырăпах таврăнать".