26 февраля 2011 г.
Раççейри Космонавтика çулне халалланă илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивалĕ районта малалла пырать. Çак кунсенче акă Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи коллектив та тăван ял-йыша пысăк концертпа савăнтарчĕ.
Карапай Шăмăршăри культура учрежденийĕнчи концерт программи хор мăнаçлăн шăрантарнă "Ты цвети, Россия!" (кĕв. В.Левашовăн, сăм. Н.Палькинăн) тата "Хурлăхан" (кĕв. Ю.Кудаковăн, сăм. А.Воробьевăн) юрăсемпе уçăлчĕ (аккомпаниаторĕ С.Фролова). Хĕрарăмсен ансамблĕсем "Юратсан тавралăх чечекре", "Ăçта васкатăн, утма çулăм эсĕ", "Юрламасăр чун чăтмасть", "Цвела черемуха", "Ырă кун, тăван сана", хĕрарăмсемпе арçынсен ушкăнĕ "Река вечерняя" юрăсене хитрен юрласа пачĕç. Вырăнти шкулти 3-мĕш класра вĕренекенсем "Первым делом самолеты" (класс ертÿçи В.Медведева) юрăпа килентерчĕç.
Яланхи пекех, Н.Полякова солистка тулли зала хăйĕн илемлĕ те янăравлă сассипе тыткăнларĕ. Вăл шăрантарнă "Течет ручей" юрра, космонавтика темине халалланă такмаксене тулли зал ăшшăн йышăнчĕ. (Нина Ивановна пĕлтĕр республикăри "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн çĕнтерÿçисен йышне кĕни те унăн пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине çирĕплетет (купăсçи В.Иванов). Н.Поляковапа И.Яковлева – дуэтпа, В.Медведева, Н.Медведевапа И.Яковлева триопа юрлани те ял-йыша килĕшрĕ. Шкулта вĕренекен А.Измайлова "Добрый день" юрăпа, М.Ильичева "Космос" сăвăпа савăнтарчĕç. Э.Семеновпа Д.Михайлов "Ресторанта" пантомима кăтартрĕç.
В.Иванов купăсçă ертсе пыракан инструментсен ансамблĕ шăрантарнă чăваш кĕввисен композицийĕ те чылайлăха асра юлĕ.
А.Нефедова ертсе пыракан ташăçăсен аслă, вăтам тата кĕçĕн ушкăнĕсем пысăк пултарулăхпа палăрчĕç, хитре вальспа, "Еду домой", "Морячка" сюжетлă ташăсемпе, чăвашсен, тухăç халăхĕсен ташшисемпе килентерчĕç.
РФ тата ЧР культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.Падюкова ертсе пыракан "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ "Карапайри вăйăра" тата "Утă çулни" композицисемпе кашнийĕн чунĕнче ăшă туйăмсем хăварчĕ (купăсçи В. Иванов). Çак коллектив смотр-отчет программине "Пурăнар-и савăнса" юрăпа вĕçлерĕ.
Концерт программине В.Медведевапа В.Денисов пултаруллă ертсе пычĕç.
Смотр-отчетăн программине жюри лайăхпа хакларĕ, концерта çитĕннисем те, ачасем те пысăк йышпа хутшăннине палăртрĕ. Чи ăнăçлă художество номерĕсене районти гала-концерт валли суйласа илеççĕ.
Концерта килнисем çак кун фойере декораципе алĕç ăсталăхĕн анлă выставкипе те паллашрĕç. М.Петьковапа Е.Степанова тĕрленĕ-çыхнă тĕрлĕ япаласене, Г.Деомидов ăсталанă сĕтел-пукана, унăн ывăлĕ Саша тунă кухньăра усă курмалли ывăссене, О.Елисеева шăрçасенчен, Д.Ермолаева хут касăкĕсенчен хатĕрленĕ сувенирсене пурте килĕштерчĕç.