02 марта 2011 г.
"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафон малалла пырать. Район çыннисем те ырă ĕç туса палăрма пултараççĕ. Вĕсем Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнса укçа-тенкĕ хывни республикăра пурăнакан тăлăх е йывăр чирлĕ ачасен шăпине ăнăçлă татса пама пулăшĕ. "Ырă туни ырăпах таврăнать", - тенине асра тытар та пурте марафона хастар хутшăнар.
Хальлĕхе марафонăн пирĕн районти фондĕнче 38908 тенкĕ пухăннă. Райадминистрацин, ял поселенийĕсен администрацийĕсен, казначействăн (Р.Н.Алиуллов), ĕçпе тивĕçтерекен центрăн (С.В. Кузьмин), аптекăн (И.В. Ларшников), Шăмăршă вăрман хуçалăхĕн (А.Н. Романов), электросетьĕн Шăмăршăри уйрăмĕн (А.В.Денисов), районти тĕп больницăн (Н.Н.Полякова), Госстрах филиалĕн (Ю.В. Угарин) тата "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем Ыр кăмăллăх фондне чăн малтан укçа куçарнă. Ыттисем те хĕрринче тăрса юлмаççех пулĕ. Çакна шанас килет.