02 марта 2011 г.
Çар службинче арçыннăн тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтса ирттерме тивет. Куллен йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă май, салтакăн характерĕ çирĕпленет, ÿт-пĕвĕ пиçĕхет.
"Пурнăç шкулĕ" витĕр тухнă запасри воинсем районти шалти ĕçсен пайĕнче чылайăн ĕçлеççĕ. Вĕсем салтак пакунĕсене киле таврăнсанах милиционерăннипе ылмаштарнă, йĕрке хуралĕн салтакĕсем пулса тăнă.
Çакнашкал çынсенчен пĕри – Александр Северов. Унăн милици службинчи биографийĕ 1993 çулхи октябрьте пуçланнă. Милици сержантне "Çĕрпÿ – Ульяновск" автоçул çинчи милицин Шăмăршăри тĕрĕслев постĕнче инспектор пулма çирĕплетнĕ.
Хăйĕн тивĕçне яланах Присяга хушнă пек пурнăçласа пырать Александр Юрьевич. Пĕлĕвне ÿстересси пирки те манман Патăрьел районĕнчи Красномайск çынни – 2003 çулта заочнăй майпа Раççей Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă, офицер званийĕ илнĕ. Каярахпа должноçра та ÿстернĕ – çухалнă-вăрланă автомототранспорт хатĕрĕсене шыракан аслă инспектор пулма çирĕплетнĕ. Александр Юрьевич тăрăшнипе, йĕркелесе пынипе федераллă тата республикăри шыравра тăнă сахал мар автомашинăна тупса палăртнă, хуçисене тавăрса панă.
2010 çулхи августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа Александр Северов – милицин ГИБДД уйрăмĕн çул-йĕрпе патруль службин инспекторĕ. Çак должноçра та тăрăшулăх кăтартать вăл.
Хăйĕн тивĕçне пултаруллăн туса пынă май, милици капитанне виççĕмĕш тата иккĕмĕш степень "Службăра палăрнăшăн" медальсемпе, "Милици отличникĕ" знакпа, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин тата шалти ĕçсен районти пайĕн Грамотисемпе, укçа премийĕсемпе чысланă.
И.АНАНЬЕВ.