02 марта 2011 г.
2011 çулхи январьте, пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан, районта преступлени тăвасси 14,3 процент чакнă. Кăçал январьте 24 преступление регистрациленĕ, пĕлтĕр çак тапхăрта - 28.
Уйрăммăн илсен, вĕлерессипе хăратнă, уççăн çаратнă, ултавлă ĕç, растрата тунă фактсем кăçал нумайрах пулнă. Çын çине алă çĕкленипе, экономика преступленийĕсем тунипе, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркине пăснипе, малтан суд сакки çине ларнисем, ÿсĕрсем, ниçта та ĕçлеменнисем кукăр çул çине тухассипе çыхăннă преступленисен шучĕ чакнă. Килте саккуна пăсса патронсем упранă, ушкăнпа каварлашса преступлени тунă тĕслĕхсем пĕр шайрах юлнă (пĕрер факт).
Тепĕр çын çине алă çĕкленĕ фактсене (кăçал январьте - 8 тĕслĕх) çийĕнчех регистрацилеме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшатпăр. Ку вăл йывăр преступлени тăвассинчен сыхланма май парать. Хирĕçÿ-харкашу вăхăтĕнче упăшки арăмне, арçын тепĕр арçынна, арçын хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăма, ывăлĕ хăйĕн амăшне çапса янă фактсене шута илнĕ.
Район çыннисене чикан çыннисем улталаса хăварасран сыхланма сĕнетпĕр. Акă январьте чикансен ушкăнĕ Патирекри пĕр пенсионерка килне кĕрсе кайнă, улталаса укçа тата япаласем (пурĕ 10 пин те 200 тенкĕлĕх) илсе тухнă. Çак преступление çийĕнчех уçса панă.
Патирекре пĕр арçын ÿсĕр çыннăн кĕсйинчен 20 пин (!) тенкĕ кăларса илнĕ. Анчах та унăн çак укçапа усă курма май килмен - лавккана каяс вырăнне милици следователĕн кабинетне килме тивнĕ.
Саккунсемпе килĕ-шÿллĕ пурăннине нимĕн те çитмест çав. Кун пек чухне ыйхă та лăпкă пулать.