Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Милици тата ачасем» акци пырать

02 марта 2011 г.

«Милици тата ачасем» акци пырать

Никам асăрхаса-пăхса тăман ачасем ан пулччăр, вĕсем право йĕркисене ан пăсчăр, ачасем çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлаччăр тесе, Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин хушăвне пурнăçласа, февралĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 15-мĕшĕччен республикăра, çав шутра пирĕн районта та, "Милици тата ачасем" акци пырать.

Акци тапхăрĕнче милици сотрудникĕсем районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче пулса террора хирĕçле хÿтлĕх мероприятийĕсене пурнăçлаççĕ, ачасемпе право тата çул-йĕр хăрушсăрлăх темисемпе калаçусем ирттереççĕ, видеофильмсем кăтартаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те пулаççĕ милиционерсем, ачасене воспитани парассипе, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн темипе калаçусем йĕркелеççĕ. Кашни шкул çумне яваплă çынна – милици сотрудникне çирĕплетнĕ.

Февралĕн 10-мĕшĕнче районта "Ачасем", 17-мĕшĕнче "Автобус", 21-мĕшĕнче "Çуран каçмалли вырăн" профилактика операцийĕсем иртрĕç. Çак рейдсем вăхăтĕнче ачасем çул-йĕр çинче инкек ан курччăр тесе пысăк тимлĕх уйăрнă, ăнлантару ĕçне туса ирттернĕ.

Ашшĕ-амăшĕсен тата учительсен ачасене çул-йĕр çинче тимлĕ те асăрхануллă пулмалли пирки аса илтерсех тăмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика