02 марта 2011 г.
ПĔЛТĔР январьте район территорийĕнче авари пулманччĕ. Кăçал, питĕ шел, январьте пĕр авари пулчĕ.
Çак инкек "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçулăн 106-мĕш километрĕнче, Карапай Шăмăршă тĕлĕнче пулса иртнĕ. Çак ялти 8 çулти хĕрача малтан çул хĕррипе (каялла çаврăнса) утса пынă, "Жигули" çывхараспа вара сасартăк автомашинăсем çÿрекен çул еннелле темиçе утăм ярса пуснă... "Жигули" водителĕ çул çинче тимлĕ пулни, руле вăхăтра айккинелле пăрма ĕлкĕрни пысăк инкеке сирсе яма май панă. Çапах та инкекрен пĕтĕмпех хăтăлма май килмен – автомашина хĕр ачана кăштах çапса хăварнă...
Водитель автомашинăна чарса аманнă хĕр ачана салона вырттарнă, "Васкавлă пулăшу" автомашинине чĕнсе илнĕ. Ăна часах район больницине илсе çитернĕ, врачсем васкавлă мерăсем йышăннă.
Çул çинче тимлĕ пулмалли, инкек пуласран сыхланмалли пирки ачасене ашшĕ-амăшĕн час-часах ăнлантарса тăмалла. Çывăхра транспорт килнине курсан, çул урлă каçма тăхтамалли çинчен те тăтăшах аса илтермелле. Уйрăмах – автотрасса урлă каçса шкула çÿрекен ачасене.
Хĕллехи тапхăрта водительсен уйрăмах тимлĕ пулмалла. Хăвăртлăха кирлинчен ытла ÿстермелле мар. "Сыхланакана Турă та упрать", – теççĕ.