Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур, Полина!

02 марта 2011 г.

ПИРĔН ентешсем спортăн тĕрлĕ енĕсемпе çитĕнÿсем тунине палăртма питĕ кăмăллă. Иртнĕ эрнере Виçпÿрт Шăмăршă хĕрĕ Полина Егорова Чĕмпĕр хулинче С.Божанов сенатор парнисемшĕн иртнĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнчен иккĕмĕш вырăнпа таврăннă. Полина пĕлтĕр те çак ăмăртура кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Пултаруллă та маттур хĕре ăмăртусене ашшĕ хатĕрлет. Вĕсене тăтăшах тренировкăсенче пĕрле курма пулать. А.Егоров, физкультура вĕрентекенĕ пулнăскер, хĕрне кирлĕ сĕнÿсем парса пулăшать.

Полина Чĕмпĕрти ăмăртуран, медальпе Дипломсăр пуçне, хаклă приз та илсе таврăннă. Саламлатпăр сана, Полина, малашне те спортра çитĕнÿсем тума ырă сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика