Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телейĕ – ачасенче

05 марта 2011 г.

Телейĕ – ачасенче

НУМАЙРАНПА пĕлетĕп Елизавета Васильевнана, мана унпа пĕр çул çеç мар пĕрле ĕçлеме тивнĕ. Тÿрех калатăп: вăл – хăй ĕçĕнче чăн-чăн профессионал, анлă тавракурăмлă, пысăк культурăллă çын.

Унăн урокĕсем халĕ те асра-ха. Тĕплĕн хатĕрленсе, кашни вак-тĕвеке тенĕ пек шута илсе ирттеретчĕ вĕсене Е.Удочкина. Интереслĕччĕ вĕсем, асра юлатчĕç, материала ăнланма та çăмăлччĕ. Кунсăр пуçне, кашни ачапа уйрăммăн ĕçлеме чăтăм çитеретчĕ учительница.

Завуч пулнă май, Елизавета Васильевна вĕрентекенсен методика шайне ÿстерес тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлетчĕ. Вăл çине тăнипех Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта учительсен вунă методика пĕрлешĕвне йĕркеленĕччĕ, кашни предметпа тенĕ пекех тăтăшах уçă уроксем иртетчĕç. Класс тулашĕнчи ĕçсене, мастер-классене, предметсен эрнисене, ытти мероприятисене мĕн чухлĕ ирттермен-ши тата; Çавăнпах вĕренекенсем те пĕлÿ шайĕ пысăк пулнипе палăрса тăратчĕç. Кунта, паллах, завучăн тÿпи те пысăк пулнине асăнмалла. Елизавета Васильевнан тепĕр паха енĕ – çамрăк педагогсене пулăшса пыни. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулта ĕçлекен учительсенчен нумайăшĕ ăна хăйсен вĕрентекенĕ вырăнне хурса хаклать.

Ас тăватăп-ха: 2007 çулта Шăмăршă шкулĕнче çамрăк учительсен семинарне йĕркеленĕччĕ. Ун чухне те хăйĕн хастарлăхĕпе палăрчĕ опытлă педагог, вăл тăрăшнипех ятарлă уçă уроксем ирттернĕччĕ. Çамрăксен, тÿрех каламалла, Е.Удочкинаран вĕренмелли чăннипех те нумай пулчĕ.

2008 çулта Елизавета Васильевна районти "Вĕрентÿ сферинчи чи лайăх наставник" конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ, тепĕр çул вара республика конкурсĕнче финала тухма пултарчĕ.

Акă мĕнлерех çын пурăнать пирĕн хушшăмăрта. Унпа кирек хăш вăхăтра та курса калаçма, тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе явма, канашлама та кăмăллă. Пурне те пулăшма тăрăшать Е.Удочкина, ырă тĕслĕх пулса тăрать. Вăл ялан тенĕ пекех районти наукăпа практика конференцийĕнче "Вырăс фиологийĕ" секцие эксперт пулса хутшăнать, чылай çул учительсене аттестацилес тата вăтам шкул пĕтерекенсене медальсем парас тĕлĕшпе ĕçлекен комиссисен членĕ пулнă.

Елизавета Васильевна депутат тивĕçне те темиçе созывра ĕçпе тÿрре кăларнă. Вăл – халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ. Ăна "Ĕçре палăрнăшăн" медальпе наградăланă, Чăваш Республикин Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика