05 марта 2011 г.
"ЭПĔ ирех вăранатăп, васкаса пите çăватăп. Унтан садике васкатăп..." – тет пулĕ кунта çÿрекен кашни шăпăрлан. Сăмахăм Пуянкассинчи "Пучах" ача сачĕ пирки. Вăл 1982 çулта уçăлнă. Маларах, иртнĕ ĕмĕрте, кунтан илтĕнсе тăракан шăв-шав пĕтĕм ялĕпех сарăлатчĕ. Ун чухне ачасем нумаййăн пулнă. Икĕ хутлă çурт шăпăрлансене яланах хавасчĕ. Самана улшăнчĕ, ялсенче ача шучĕ чакрĕ. Садик те пысăк çуртăн пĕр пайне çеç йышăнчĕ. Çапах та хăйĕн хăтлăхне çухатмарĕ.
Ача сачĕн тĕп тĕллевĕсем - ачасен сывлăхне упрасси, ашшĕ-амăшне пепкине тĕрĕс воспитани парса пăхса çитĕнтерме пулăшасси. Паллах, шăпăрлансен тĕнче курăмне аталантарасси çине те тимлĕх уйăрасси.
Чăтăмлă, ачасене юратакан çынсем ĕçлеççĕ кунта. Садик ертÿçи – Л.Н. Юманова. Людмила Николаевна ача садĕнчен кайса, шкул пĕтерсе пурнăç çулĕ çине тăнă çамрăксемшĕн халĕ те иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнчех. Хăйĕн ĕçĕнче вăл тĕрлĕрен шăпаллисене курнă, кашнинех вĕрентме тăрăшнă, кашниех çĕр-шыва юрăхлă çын пуласса шанать. Л.Юманова "Пучахра" ĕçлеме пуçланăранпа 25 çул çитет.
Ачасене тĕрлĕ енлĕн аталанма кунта телевизор, музыка центрĕ, баян, пианино пур. "Пучахри" ачасем хутшăнмасăр ял поселенийĕнчи тата районти пĕр мероприяти те иртмест темелле. Пĕлтĕр вĕсем районти "Пĕчĕк путене" конкурсра çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Ялти Культура çурчĕн сцени çинче те вĕсен пултарулăхне час-часах курма пулать. Спорта та юратса ÿсеççĕ арçын ачасемпе хĕрачасем. Кăçалхи "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" спорт ăмăртăвне те хастар хутшăнчĕç вĕсем.
Пултаруллă ĕçченсем тăрăшмасăр шăпăрлансен вăхăчĕ хаваслă иртеймĕ, ачасем пĕчĕкрен пурнăç илемне курма вĕренеймĕç. Çырма, вулама, ÿкерме, пластилинран, хутран тĕрлĕ кĕлетке ăсталама, юрлама-ташлама та кунтах хăнăхаççĕ пĕчĕкскерсем. Паянхи кун "Пучахра" А.М Кудрявцева, И.Н. Никифорова, Н.М. Тимошкина воспитательсем, И.А. Тимофеева, Л.П. Антонова, О.В. Тимофеева воспитательсене пулăшакансем (няньăсем), А.Н. Андронов музыка ертÿçи, Г.Д. Мресова, Е.А. Захарова поварсем, Л.Г. Петрова япала, тумтир çăвакан, Н.Г. Антонов слесарь-хуралçă вăй хураççĕ.
Икĕ ушкăнри 38 ача чăннипех те маттур. Вĕсем медицина ĕçченĕсенчен те шикленмеççĕ, аслисене сывлăх сунма та манмаççĕ. Еплерех юрлаççĕ те ташлаççĕ тата! Туслă коллектив ачасене тĕрĕс воспитани парас ĕçре малашне те çитĕнÿсем тăвĕ, пепкесем мĕн пĕчĕкрен хăйсен тавра курăмне аталантарĕç, сывлăхне çирĕплетĕç.