Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне чунтан парăннă

05 марта 2011 г.

РАЙОНТА ăна пĕлмен çын çук та пулĕ. Валентин Михайлович Федоров тесен – пушшех те. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсене хирĕç кĕрешекен станци ертÿçи пулнă çулсенче вăл çитсе курман ял-поселок юлман. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче та тăтăшах пулнă. Унччен вара хисепе тивĕçлĕ çын пурнăçăн анлă çулне утса тухнă.

Мартăн 8-мĕшĕнче, шăпах çитмĕл çул каялла Хайпăлара çут тĕнчене килнĕ В.Федоров. Вăл çуралсан темиçе уйăхранах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Ашшĕн çавна май фронта тухса кайма тивнĕ. Йывăр суранланнă пулин те командир килне сывах çаврăнса çитнĕ. Выльăх тухтăрĕ пулнă май, фронтовик хăйĕн юратнă ĕçне пуçăннă. Тен, Валентин малашне çак профессие суйласа илнинче ашшĕн тÿпи те пысăк-тăр.

Палтиелĕнчи вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухсан Хайпăла йĕкĕчĕ Тутар Республикинчи Пăва хулине çул тытнă, пысăк конкурс витĕр тухса ветеринари техникумне кĕнĕ. Кунта та чи лайăх вĕренекенсенчен пĕри пулнă вăл: унăн сăн ÿкерчĕкĕ техникумăн Хисеп хăми çинче çакăнса тăнă. Алла диплом илсен çамрăк специалист маларах ашшĕ ĕçленĕ çĕртех – Палтиелĕнчи ветеринари участокĕнче вăй хума тытăннă. Çакăнтах йĕкĕте салтак шинелĕ тăхăнма вăхăт çитнĕ.

Çар службине ун чухнехи ГДРта, Берлинта ирттернĕ В.Федоров. Медицина пункчĕн начальникĕ пулнă вăл. Чирлесе ÿкнĕ салтаксене сахал мар пулăшнă, хăшĕсене вилĕмрен хăтарни те пулнă. Тăван яла вăл старшина званийĕпе таврăннă. Кун пек тĕслĕхсем ун чух, тÿрех каламалла, питĕ сайра пулнă. Сăмах май, старшина виçĕ çул хушшинче медале, командовани тавне тивĕçнĕ, тăван килне те Тав çырăвĕ килнĕ.

Салтак тумне хывсан Валентин Михайлович малалла вĕренес тенĕ, 1967-1973 çулсенче студент пурнăçĕ Хусанти ветеринари институтĕнче иртнĕ. Алла диплом илсен аслă пĕлÿллĕ специалист 1977 çулччен Палтиелĕнчи ветучастока ертсе пынă. 1977-1978 çулсенче – Пуянкасси ял Совет ĕçтăвкомĕн председателĕ, 1979-1981 çулсенче – райплан председателĕ. 1981 çулта В.Федоров районти ветеринари службине ертсе пыма тытăннă, ку ĕçре 2004 çулччен тăрăшнă.

Ăçта ĕçлесен те тăрăшулăхĕпе палăрнă Валентин Михайлович, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕ. Çакăншăн халăх хисепне тивĕçнĕ те ĕнтĕ вăл. Тĕрлĕрен наградăсем те сахал мар, ăна "Ветеринари службин подполковникĕ" ятарлă звани панă.

Тивĕçлĕ канура пулин те килте çеç лармасть ĕç ветеранĕ, тăтăшах çынсем хушшинче пулма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх чирлесен çынсем халĕ те унран пулăшу ыйтаççĕ. Никама та кĕттерсе, ÿкĕтлеттерсе тăмасть ветеринари службин подполковникĕ – çийĕнчех чĕннĕ çĕре васкать...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика