10 марта 2011 г.
Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене пулăшу памалли хушма мерăсем çинчен
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвне 2010 çулхи ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче янă Çырупа килĕшÿллĕн, Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ĕçре нумай ачаллă çемьесен пĕлтерĕшĕ питех те пысăк пулнине шута илсе, асăннă çемьесен пурнăç пахалăхне ÿстерме лайăх майсем туса парас тĕллевпе çапла йышăнатăп:
1. Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене тĕллевлĕн социаллă пулăшу парассине патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ тесе палăртас.
2. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн:
- нумай ачаллă çемьесене харпăр хăй вăйĕпе çурт лартма, дача тума, хушма хуçалăх тытма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем (малалла – çĕр лаптăкĕсем) уйăрса пама палăртакан Чăваш Республикин саккунĕн проектне пĕр уйăхра туса хатĕрлемелле;
- Чăваш Республикин 2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012-2013 çулсенчи тапхăрти республика бюджетне черетлĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ чухне тата Чăваш Республикин республика бюджечĕн малашнехи çулчсенчи проекчĕсене йĕркеленĕ чухне çак Указа пурнăçлама укçа-тенкĕ пăхса хăвармалла.
3. Чăваш Республикин Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министерствин, Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнчи тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕсене нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама хатĕрлесе çитермелле.
4. Чăваш Республикин Хула строительствин тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн министерствин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле пĕр уйăхра çаксен енĕпе сĕнÿсем хатĕрлемелле:
- маларах çурт-йĕр тума уйăрса панă тата тĕллевлĕн усă курман çĕр лаптăкĕсене çак Указа пурнăçламашкăн усă курас тĕлĕшпе;
- нумай ачаллă çемьесене уйăрса пама палăртса хунă çĕр лаптăкĕсене инженери инфратытăмĕн обьекчĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе.
5.Муниципаллă районсен тата хула округĕсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене муниципалиет пĕрлĕхĕсен тивĕçлĕ территорийĕсенче пурăнакан тата çĕр лаптăкĕсем илме кăмăл тăвакан нумай ачаллă çемьесен списокне тата асăннă категорири çемьесене уйăрса пама хатĕрлесе хунă çĕр лаптăкĕсен переченьне хатĕрлес енĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма сĕнес.
6. Çак Указ ăна официаллă йĕркепе пичетлесе кăларнă кунран пуçласа вăя кĕрет.
Чăваш Республикин Президенчĕ М.ИГНАТЬЕВ.
Шупашкар, 2011,март, 4, 23 ".