10 марта 2011 г.
2010 çулта культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем ытларах Учитель çулне, Аслă Çĕнтерĕвĕн 65 çулхи юбилейне халалланă мероприятисем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлерĕç. Чăваш Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикинче ялти культура учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен" Указне, "Шăмăршă районĕнчи культура: 2006-2010 çулсем" тĕллевлĕ программăна пурнăçласси тĕп вырăнта тăчĕ.
Интереслĕ мероприятисем йĕркелеççĕ
ПĔЛТĔР культура учрежденийĕсен работникĕсем паянхи куна тивĕçтерекен çĕнĕ формăллă мероприятисем йĕркелес, халăхăн илемлĕ пултарулăхне, йăли-йĕркине упраса хăварас, малалла аталантарас, ял çыннисен культурăллă канăвне кирлĕ шайра ирттерес енĕпе сахал мар тăрăшрĕç.
Шăмăршă районĕнче хальхи вăхăтра культурăн 32 учрежденийĕ ĕçлет, çав шутран 16-шĕ – культура çурчĕсемпе клубсем, 13-шĕ – ял поселенисен библиотекисем, 2-шĕ – музейсем тата Ача-пăча искусство шкулĕ.
Клуб учрежденийĕсем ял çыннисем валли интереслĕ мероприятисем нумай йĕркеленĕ, çав шутран ачасем валли те. Ял çыннисем хăйсен пултарулăхне хор, ташă, фольклор, драма, илемлĕ вулакансен, алĕç ăсталăхĕн тата ытти кружоксенче аталантарма пултараççĕ. Культура çурчĕсемпе клубсенче пурĕ 308 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ мероприяти ирттернĕ. Илемлĕ пултарулăх коллективĕсене илсен, Пуянкассинчи хорпа "Ахаяс" фольклор коллективне, Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" фольклор ушкăнне, Васанти инструментсен ансамбльне, Чукалти арçынсен, Анат Чаткасри хĕрарăмсен, Кивĕ Чукалти арçынсемпе хĕрарăмсен, Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕсене лайăхпа палăртмалла.
2010 çулта районти культурăна аталантарма пурĕ 11 миллион та 351 пин тенкĕ, çав шутран ĕç укçи тÿлеме 3 миллион та 43 пин тенкĕ уйăрнă.
Ялсенчи культура учрежденийĕсене Президент программипе килĕшÿллĕн малалла аталантарса, районти мĕн пур библиотекăсене тата 3 клуб учрежденине модельлĕ никĕс çине куçарнă. Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрне (Культура керменне) – 500 пин, Пуянкассинчи культура çуртне – 422 пин, Карапай Шăмăршăри культура çуртне 330 пин тенкĕ укçа уйăрса модернизациленĕ.
Модернизаци культурăпа массăллă мероприятисен (çав шутра тÿлевлисен те) пахалăхне лайăхлатма май парать. Асăннă клубсене хальхи сасăпа çутă, видеопроекци, компьютер оборудованийĕпе, сцена костюмĕсемпе тивĕçтернĕ. Модельлĕ библиотекăсенче те компьютер техникипе, видеопа DVD аппаратурипе усă курса ĕçлеççĕ.
2011 тата 2012 çулсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Кивĕ Чукалти тата Палтиелĕнчи культура çурчĕсене те модернизаци никĕсĕ çине куçарма палăртатпăр.
Клуб учрежденийĕсенче тĕрлĕ формăллă тата тематикăллă культура мероприятийĕсем – ял уявĕсем, театрализациленĕ представленисем, смотр-концертсем, фестивальсем, выставкăсем, тематикăллă каçсем, спектакльсем, вăйăсем, дискотекăсем нумай иртеççĕ. Ачасем хушшинче пултарулăхпа палăрса тăракансене тупса сцена çине кăларас, вĕсен творчество ăсталăхне малалла аталанарас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ культура ĕçченĕсем.
Районта "халăх" ята илемлĕ пултарулăхăн 6 коллективĕ тивĕçнĕ. Вĕсем – Шăмăршăри арçынсен тата хĕрарăмсен хорĕсем, халăх театрĕ, "Антонина" ача-пăча ташă ансамблĕ, Виçпÿрт Шăмăршăри "Сурпан" фольклор ушкăнĕ, Васанти "Мерчен" ача-пăча фольклор коллективĕ.
Районти пултаруллă коллективсемпе уйрăм солистсем çуллен республикăри фестивальсемпе конкурсене те хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр арçынсен халăх хорĕ (ертÿçи В.Харитонов), Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕн такмакçи Нина Полякова (купăсçи В.Иванов), Чукалти Лидия Рубцовапа Нина Ильичева такмакçăсем, Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн солист-вокалисчĕ Иван Медведев халăх пултарулăхĕн "Çĕнтерÿ салючĕ" фестивалĕн республикăри çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç, хăйсен творчество ăсталăхне Республика кунĕнче Шупашкарти сцена çинче кăтартрĕç. Васанти халăх музейĕ çумĕнчи "Мерчен" ача-пăча фольклор коллективĕ (илемлĕх ертÿçи Г.Ларшников) тата Виçпÿрт Шăмăршăри клуб çумĕнчи "Виçпÿрт çеçкисем" ача-пăча фольклор ушкăнĕ (ертÿçи Л.Семенова) "Пĕчĕк çеç путене" ачасен фестивалĕн çĕнтерÿçисен йышне кĕчĕç, хăйсен пултарулăхне Шупашкарта, республика уявĕнче кăтарма тивĕçлĕ пулчĕç.
Пилотлă проектсене пурнăçа кĕртсе пырса, пĕлтĕр Палтиелĕнчи тата Карапай Шăмăршăри культура çурчĕсенче юсав ĕçĕсем турĕç.
Çапах та çитменлĕхсем те сахал мар-ха. Клуб учрежденийĕсенчен чылайăшне ятарлă профильлĕ оборудованипе, хальхи çутăпа сасă аппаратурипе тивĕçтермен. Пуррисем кивелсе çитнĕ, паянхи куна тивĕçтермеççĕ. Культура учрежденийĕсем валли компьютер техникине, хальхи сцена костюмĕсене туянмалла.
Клуб учрежденийĕсенче кадрсен ыйтăвĕ кашни çулах çивĕч тăрать. Çак сферăра аслă пĕлÿллĕ 4 çын, ятарлă вăтам пĕлÿллĕ 9 çын, ятарлă вăтам вĕренÿ заведени пĕтернĕ (професилле пĕлÿ мар) 7 çын, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан вĕренсе тухнă 10 çын вăй хурать. Чăн та, районти шкулсен 6 выпускникĕ республикăри профессиллĕ аслă е вăтам профессиллĕ пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсенче пĕлÿ пухать-ха.
Библиотека – информации Центрĕ
Хальхи библиотека – пĕлÿ çăл куçĕ кăна мар, вăл кăмăл-сипет культурин тата информаципе вĕренÿ центрĕ те пулса тăрать. Вулав çуртĕнче, уйрăмах ялтинче, вăхăта усăллă ирттерме, пĕр-пĕринпе калаçма пулать.
Районти библиотекăсен пĕтĕмĕшле фончĕ 2010 çулта 184 пин те 800 экземплярпа танлашнă.
Районта ял поселенийĕсен библиотекисене çĕнĕ изданисемпе пуянлатасси начар пырать. Çак çивĕч проблема çине поселенисен пуçлăхĕсен яваплăрах куçпа пăхмалла. 2010 çулта библиотекăсен фондне комплектлама вырăнти бюджетран – 22,8 пин тенкĕ (2009 çулта – 23 пин тенкĕ), федераллă бюджетран – 37 пин тенкĕ (48 пин тенкĕ), хаçат-журнал çырăнма 52 пин те 600 тенкĕ (52 пин тенкĕ) уйăрнă.
Халĕ ял-çыннисем библиотекăсене кĕнеке илме, хаçат-журнал вулама кăна мар, компьютер пулăшăвĕпе усă курса тĕрлĕ енлĕ информаци е справка илме те çÿреççĕ. Çамрăксене, паллах, ытларах компьютерсем илĕртеççĕ. Правăпа е вĕренÿпе çыхăннă информаци илнипе кăна çырлахмаççĕ вĕсем, фондри интереслĕ дисксемпе тата Интернетри сайтсемпе те кăсăклансах паллашаççĕ. Фондра вулакана кирлĕ кĕнеке пулмасан, вăл ăна Интернетра тупса вулама пултарать (тулли тексчĕпех).
"Компьютер пĕлĕвĕн шкулĕ" программăпа килĕшÿллĕн, пĕлтĕр 285 çынна компьютерпа ĕçлеме хăнăхтарнă. Çав шутран 36-шĕ – культура работникĕсем, 9-шĕ – педагогсем, 11-шĕ – ял ĕçченĕсем, 60-шĕ – 14 çул таранчченхи ачасем,32-шĕ – 15-24 çулти çамрăксем, 57-шĕ – пенсионерсем, 80-шĕ – ĕçсĕр çынсем.
Электронлă каталогсемпе усă курса халĕ вулакансем рйонти, республикăри, Раççейри кĕнеке фончĕсемпе те паллашма пултараççĕ. ИРБИС система вара республикăри, Раççейри прессăпа, "Паллă датăсен календарĕпе" паллашма май парать. 2010 çулта районти мĕн пур библиотекăра тенĕ пекех компьютера çĕнĕ верси-программа – ИРБИС 64 – кĕртнĕ.
Анчах та хальлĕхе, компьютер техники паянхи куна тивĕçтерменнипе (кивелнипе) Чукалти, Пуянкассинчи тата Васанти библиотекăсенче çак программăна вырнаçтарма май килмерĕ-ха. Вĕсем валли çĕнĕ компьютер туянма укçа-тенкĕ çăл куçне шырамалла пулать.
Хальхи вăхăт библиотекăсене пысăк яваплăхпа ĕçлеме хистет:
"Паян библиотекăсем вĕрентÿ, наукăпа культура аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнма, пирĕн граждансен, уйрăмах çамрăксен çут ĕç тата кану центрĕсем пулса тăма пултараççĕ", – палăртнă Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев.
Районти вулав çурчĕсем, уйрăмах Шăмăршăри, Пуянкассинчи, Кивĕ Чукалти, Виçпÿрт Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Асанкассинчи библиотекăсем, ял-йышăн культурăллă канăвне йĕркелес тĕлĕшпе нумай ĕçлеççĕ. Вулакансене библиотекăна ытларах явăçтарас, вĕсене информаципе туллин тивĕçтерес, вулакансен ушкăнĕсемпе уйрăммăн ĕçлес тĕллевпе çак библиотекăсенче интереслĕ клубсем йĕркеленĕ. Акă, Кивĕ Чукалта – "Хĕрарăм – çемье вучахĕ", Пуянкассинче – "Сенкер тĕпел", Пăчăрлă Пашьелĕнче – "Тантăш" (аслă классенче вĕренекен хĕрсем валли), Асанкассинче "Çăл куç" (кĕçĕн классенчи ачасем валли) клубсем уçнă, вĕсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Çав вăхăтрах, шел пулин те, хăш-пĕр уйрăм библиотекарьсем хăйсен тивĕçне паянхи кун ыйтнă пек туса пыраймаççĕ-ха.
Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕ ачасене культура сферинче хушма пĕлÿ парать, музыкăпа художество программисене пурнăçлать. Шăмăршă вăтам шкулĕнче пурĕ 643 ача вĕренет, вĕсенчен 86-шĕ (2009 çулта – 111 ача) Искусство шкулĕнче творчество ăсталăхне туптать.
Искусство шкулĕнче 9 преподаватель ĕçлет, вĕсенчен 4-шĕ аслă пĕлÿллĕ. Кадрсен ыйтăвĕ те пур – декораципе прикладной искусство специалисчĕсем çук. Çавна май шкулта çак дисциплинăпа занятисем иртмеççĕ.
Искусство шкулĕнче творчество ĕç-хĕлне интереслĕ йĕркелесе пыраççĕ. Преподавательсем ачасемпе музыка каçĕсем, тематика конкурсĕсем, выставкăсем, фестивальсем, тĕрлĕ жанрлă творчество эрнисем, уявсем, концертсем нумай иртереççĕ. Ачасем районти, республикăри, регионсем хушшинчи, Раççей шайĕнчи конкурссене, выставкăсемпе фестивальсене тăтăш хутшăнаççĕ, нумай чухне Дипломсем çĕнсе илеççĕ.
Районти музейсем культурăпа обществăлла пĕлтерĕшлĕ мероприятисем нумай йĕркелеççĕ, ветерансемпе тĕл пулусем иртереççĕ. Музейсен ĕçченĕсем студентсене рефератсем, курс тата диплом ĕçĕсем çырма пулăшаççĕ, кирлĕ материалсемпе тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех музейсенче интереслĕ экскурсисем, лекцисем, тăван тавралăхпа истори урокĕсем иртеççĕ. Хальлĕхе музейсем халăхăн культура шайне çĕклес тĕлĕшпе туллин ĕçлесе пыраймаççĕ-ха.
2011 çулта Раççейри Космонавтика çулне тата Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă "Çамрăксене шанмалла!" Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçлассине халалланă мероприятисем иртересси культура учрежденийĕсен тĕп тĕллевĕ пулса тăмалла.
Шăмăрша халăх театрĕн тата ялсенчи халăх пултарулăхĕн театр коллективĕсен пĕлтерĕшне пирĕн çÿллĕрех шая çĕклеме тăрăшмалла, вĕсене çынсене ытларах явăçтармалла.
Кунсăр пуçне ачасем библиотекăран ытларах кĕнеке илсе вуласси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. "Ача-пăча вулавне пулăшасси тата алантарасси – наци çирĕплĕхĕн тата малашлăхри чечекленĕвĕн пĕлтерĕшлĕ никĕсĕ", – палăртнă Çырура М.В. Игнатьев. – Кĕнеке – информаци çăл куçĕ, чун-чĕре апачĕ, тĕнчепе хутшăнмалли хатĕр шутланать, çемье йăлисене çирĕплетет".
2011 çулта районти клуб учрежденийĕсене, библиотекăсене пĕрлештерсе "Культура тата кану центрĕсем" туса хураççĕ. Апрель – май уйăхĕсенче çак Центрсен Уставĕсене çирĕплетме палăртăмăр.