Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕре пурне те туять...

10 марта 2011 г.

Пирĕн чĕре пурне те туять: савăнăçа та, хумханăва та, ыратăва та хăйне май йышăнать вăл – сиксе тухасла тапать, хăпартланать, чĕпĕтсе ыратать, хĕсме тытăнать. Çанталăк мĕнле пулни, çынсен хушшинчи хутшăну, шалти чир-чĕр ăна витĕм кÿни тĕлĕнтерме пăрахрĕ ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех ĕçлес пултарулăх, кăмăл-туйăм чире парăнманни ĕмĕр тăршшĕ, телейĕмĕр вара чĕрепе тÿрреммĕнех çыхăннă. Кашни сывă çыннăн ăна мĕнле упрамалли çинчен пĕлмелле. Çакăн пирки пырать те сăмах паянхи кăларăмра.

Чĕрепе юн тымарĕн тытăмне сиенлĕ пулăмсем витĕм кÿни пирки уйрăммăн калаçмалла. Вĕсен шутне пирус туртни тата эрехпе иртĕхни кĕреççĕ. Паян, шел те, хĕрсем те пăравус пекех мăкăрлантараççĕ. Пирус тĕтĕмĕ чĕре ĕçне йывăрлатакан чылай чире ярать. Никотин сывлăх çулне сиенлеме пуçлать – вăраха кайнă бронхит пуçланать. Шăнса пăсăлсан вăл бронх астмине куçать. Нушаланаканĕ вара чĕре: унăн сылтăм пайĕн ÿпке çителĕксĕр ĕçленипе тата тымарсенчи пысăк пусăма хирĕç кĕрешме тивет. Çакна та ан манăр, никотин чĕрене юнпа тивĕçтерекен тымарсене пĕрет. Унсăр пуçне çын гипертони чирĕпе, атеросклерозпа аптрать тăк никотин чĕрепе юн тымарĕсен чирне йывăрлатать кăна. Пирус туртнипе усал шыçă (ÿпке ракĕ) аталанать, эндартеррит пуçланать те урари тымарсем пĕрĕнеççĕ, вĕсене тутлăхлă япаласемпе тивĕçтересси пăсăлать – тĕртĕмĕн пĕр пайĕ вилме пултарать.

Кун пирки пирус туртакансем аван пĕлеççĕ. Тĕлĕнмелле те, сывлăхне хăйсен ирĕкĕпе хавшатма ирĕк параççĕ. Мĕне кура; Сиенлĕ тĕтĕме çăтса ăнланмалла мар килĕнÿ илессишĕн! Вĕсем çирĕпрех кăмăллă пулнă тăк чылай пулăма, çав шутра чĕрепе юн тымарĕн чирĕсене сирме май килĕччĕ.

Эрех сиенĕ пирки тĕплĕн каласа пама кирлех те мар. Пурте пĕлетпĕр, çак йăла япаласен, уйрăмах çу ылмашăвне нушалантарать, çапла вара атеросклероз, гипертони чирĕ вăй илсе вена тымарĕсене, чĕре мышцине сиенлетет. Хаяр шĕвекпе иртĕхни – кăткăс тема та. Пирĕн чĕрен ĕçлеме пултараслăхне сыхласа хăвармалли мерăсене асăннă май икĕ тĕп сăтăрçă – пируспа эрех пирки асăнмаллах. Кирек мĕнле двигателе те энерги кирлĕ. Чирлĕ чух кăна мар, сывă вăхăтра та ăна мĕнпе тăрантармалли, усăллă диета пирки шухăшламалла. Чи пĕлтерĕшли – баланс тытса пымалла, тăкаксене тата пырса кĕнине шайлаштармалла. Вăл пăсăлсан пире инкек кĕтет – хавшатакан хытканлăх тата пурнăçа йывăрлатакан самăрлăх. Ытлашши çу пухăннипе уйрăмах кĕрешмелле, мĕншĕн тесен вăл чĕре çинчи кире пуканĕ пекех кансĕрлет.

Рационта ÿсен-тăран çимĕçĕ ытларах пулмалла – вĕсем атеросклероза аталанма памаççĕ. Выльăх çăвне çуллă кислотапа тата фосфатидпа пуян ÿсен-тăран çăвĕпе улăштармалла. Вĕсем тымар стенкисем холестеринпа тулса ларассине сиреççĕ, ăна организмран кăларма пулăшаççĕ. Тăпăрчăн та асăннă паха енĕсем пур. Аша тата пулла ăшалас вырăнне пĕçермелле – пÿрене тата нерв тытăмне канăçсăрлатакан, артери юн пусăмне ÿстерекен, çăвар типессине вăйлатакан япаласем йĕркеленмеççĕ.

С тата Р витаминсем уйрăмах усăллă, вĕсем юн тымарĕн стенкисене çирĕплетеççĕ, холестерина сăрхăнма памаççĕ. Çавăнпа та сĕтел çинче пахча çимĕç, улма-çырла ытларах пулмалла.

Чĕрен тĕрлĕ условисенче, хумханура ĕçлеме тивет. Çавăнпа та ăна пиçĕхтермелле. Унсăрăн вăл чăхăмлама пултарать. Чĕре мышцине канлĕхре мар, физкультура упражненийĕсемпе тĕреклетмелле. Ăспа ĕçлекенсен, ĕç вăхăтĕнче сахал хускану тăвакансен физкультура занятийĕсенче пулмалла. Ирхи гимнастика çителĕксĕр, куллен пĕр-ик сехет уçăлса çÿремелле, çакă уйрăмах çывăрас умĕн усăллă, канмалли кунсенче Шăмăршă тулашне çитсе килмелле, пахчара ĕçлемелле, пулла каймалла, кăмпана çÿремелле, шыва кĕмелле, спорт вăййисемпе туслашмалла: хĕлле йĕлтĕрпе, конькипе ярăнмалла. Çакă чĕрепе юн тымарĕсен ĕçне йĕркене кĕртет тата пулăшса тăрать.

"Чĕре ыратать – поликлиникăна кайса килмелле-ха", – текен шухăшпа куллен ĕçе васкатпăр. Çапла майпа вена тымарĕсем пĕрĕнес, миокард инфаркчĕ пулас хăрушлăха ÿстеретпĕр. Асра тытăр: чĕрен кашни ыратăвне лăплантармалла. Ку вăл тухтăр патне каймалла пулнине асăрхаттарни шутланать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика