Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина ĕçченĕсем халăхшăн тăрăшаççĕ

10 марта 2011 г.

Районти тĕп больницăна хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме, чир-чĕртен сывалма 2010 çулта 14356 çын пынă, вĕсенчен 11212-шĕ çитĕннисем, 3144-шĕ ачасем, 631-шĕ çамрăксем. Юн çаврăнăш чирĕсемпе пыракансем ытларах пулнă, иккĕмĕш вырăнта – аманакансем, сусăрланакансем, виççĕмĕш вырăнта - онкологи чирĕсемпе нушаланакансем. Иртнĕ çул 160 ача çут тĕнчене килнĕ, 268 çын вилнине шута илнĕ.

Районти сывату тата профилактика учрежденийĕсенче пурĕ 89 койка-вырăн шутланнă, кăçал тата 3 койка хушăнмалла. Çынсем амбулаторипе поликлиникăна çÿресси ÿснĕ. Васкавлă пулăшу машинисем 3604 хут çула тухнă.

Ялсенче вырнаçнă çемье тухтăрĕн офисĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем те лайăх ĕçлесе пынă. Вĕсем те пулăшу ыйтма пынă кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Йыхравпа килсене те тухса çÿренĕ.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти сывлăха сыхлас учрежденисенче 32 врач, вăтам пĕлÿллĕ 128 медработник шутланать. Паллах, санитаркăсем тата ытти ĕçченсем те пур.

2011-12 çулсенче Шăмăршă районĕ сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн тĕп больницăн материалпа техника базине пуянлатма палăртать. Медицина пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе, уйрăмах чĕрепе юн тымарĕсене, травмотологи, онкологи, акушерпа гинекологи, педиатри, патологи чирĕсене сиплес тĕлĕшпе ĕçлĕç. Тĕп больницăн ачасен уйрăмне, Виçпÿрт Шăмăршăри фельдшерпа акушер пунктне, Чукалти çемье тухтăрĕн офисне тĕпрен юсаса çĕнетме хатĕрленеççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ уйăрнă. Карапай Шăмăршăри çемье тухтăрĕн офисĕ те кăçал çынсене йышăнма пуçлĕ.

Этем хăйĕн сывлăхĕ çине сÿрĕккĕн кăна пăхсан, ăна упрамасан, нимĕнле больница та çăлса хăвараймасть тенине пурте илтнех ĕнтĕ. Çавăнпа та кашни çыннăнах чир-чĕртен сыхланма тăрăшмалла. Сывлăха укçа парса илеймĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика