10 марта 2011 г.
Наркотиксем ырри патне илсе çитерменни пурне те паллă пек ĕнтĕ. Анчах хăшĕсем темшĕн ăнланасшăн, шута илесшĕн мар. Çакна нумаях пулмасть Шупашкарта ирттернĕ тĕрĕслевсем те лайăх çирĕплетеççĕ.
Мускав проспектĕнчи "Яппи" кафере, сăмахран, 23 çулхи ди-джея тытса чарнă, унăн ĕç вырăнĕнче синтетикăлла наркотик хатĕрĕсем тупнă. Халĕ çакăншăн ăна 10 çултан пуçласа 20 çула çити ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Тепĕр куннех наркотиксене республикăна çитерекене те палăртнă. Ăна та çирĕп айăплав кĕтет.
Туртмалли хутăшсем те наркотиксем шутланаççĕ. Шупашкарăн Çур çĕр-хĕвел анăç районĕнче, пĕр хваттерте, фасовка туса ĕлкĕреймен хутăшсене туртса илнĕ. Унтах ятарлă упаковкăсемпе этикеткăсем те тупăннă.
М.Горький проспектĕнчи пĕр магазинта вара туртмалли хутăш пакечĕсене туянакана тытса чарнă, суту-илÿ точкинче çакнашкал 17 пакета асăрханă. Мир проспектĕнче çакнашкал наркăмăш 148 пакет таранах тупăннă. Хутăша сутнă тĕслĕхсене Хмельницкий урамĕнчи лавккара, "Мега Мол" суту-илÿ центрĕнче, Çĕнĕ Шупашкарти Советская урамра та тупса палăртнă.
Наркотик хатĕрĕсене упрани, вĕсене сутни преступлени шутланать. Аса илтерес килет: "шурă вилĕме" саракансене питех те çирĕп айăплав кĕтет.