10 марта 2011 г.
ИРТНĔ икĕ уйăхра районта инфекцилле тата паразитлă чирсен 346 тĕслĕхне регистрациленĕ, асăннă чирсем 1057,4 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Январь-февраль уйăхĕсенче, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, нозологилле чирсен ултă форми ÿснĕ, çынсем ОРВИпе, гриппа, шатра чирĕпе, энтеробиозпа, токсокарозпа тата туберкулезпа ытларах чирлени палăрать.
Чирлисенчен 50,9 проценчĕ – ачасемпе 17 çула çитмен çамрăксем. Паразитлă чирсен тĕслĕхĕсем кăçал сакăр хут ÿснĕ. Кăçал çынсем апат-çимĕç продукчĕсемпе наркăмăшланни, ушкăнпа чирлесе ÿкни пулман.
Январь-февраль уйăхĕсенче шывпа тивĕçтерекен централизациленĕ çăл куçсенчен шывăн тăватă пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, стандартлă мар пробăсен шайĕ 75 процентпа танлашнă. Санитарипе хими тĕлĕшĕнчен çавăн пекех шыв пăрăхĕсенчен шывăн çичĕ пробине тĕрĕсленĕ, пробăсен 57 проценчĕ стандартлă марри палăрнă. Микробиологи енчен илсен, пăрăхсенчи шыв гигиена нормативĕсене тивĕçтернĕ.
Кăçал апат-çимĕç продукчĕсен 24 пробине санитарипе хими тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ, вĕсем пурте гигиена нормативĕсемпе килĕшсе тăнă.
Ача-пăча учрежденийĕсене илес пулсан, вĕсенче кăçал санитарипе гигиена лару-тăрăвĕ улшăнман, хатĕр продукцие санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен тĕрĕсленĕ пробăсем нормативсене тивĕçтернĕ.
Кăçал районта санитари законодательствине пăснă тĕслĕхсем пирки тăватă постановлени йышăннă, айăплисене 6 пин те 300 тенкĕ штраф тÿлеттермелле тунă.