Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космонавтика çулне халалласа

10 марта 2011 г.

Пуянкасси ял тăрăхĕн тăватă ял вăйне пĕрлештернĕ художество пултаруллăх коллективĕсем районта иртекен смотр-отчет фестивале хутшăнса анлă программăллă концерт лартса пачĕç.

Концерт программи "Çĕр çинчен пуçланнă космос çулĕ" ятлă сăвă-юрă-ташă сюитипе уçăлчĕ. Чăваш çемми майĕн сцена çине шур акăш пек чипер пикесем тухаççĕ, çепĕç юрă юрласа вăйă картинче шыв юххи пек шуса-утса иртеççĕ. А.Макароваран, Н.Макароваран, С.Кузнецоваран, А.Юмановаран, А.Ефимоваран, Н.Богатноваран тăракан ташă ушкăнĕ пĕрремĕш хут мар ĕнтĕ куракансене хăйĕн хитре чăваш ташшисемпе савăнтарать.

Виçпÿрт Шăмăршă клубĕ çумĕнчи хор "Мечтают мальчишки о небе" юрра юрларĕ, тăватă ял çыннисене пĕрлештернĕ хор "Пурăнар-и савăнса" юрă шăрантарчĕ.

Пуянкассинчи "Пучах" ача садне çÿрекен ачасем "Настоящий друг" юрăпа тата ташăпа куракансене тĕлĕнтерчĕç. Арçынсен ушкăнĕ "Хурлăхан", "Ты у меня одна" юрăсем, инструментсен ансамблĕ тĕрлĕ кĕвĕсем выляса пачĕç, вăйçăсем ташă кĕввисене шăрантарчĕç.

Шкул ачисен "Радуга" ташă ушкăнĕ, "Виçпÿрт çеçкисем" фольклор ушкăнĕ, пĕр тăван Семеновасен, К.Алюкова, Кузьминасен дуэчĕ илемлĕ ташă-юрăпа савăнтарчĕç.

Пуянкассинчи садик тата шкул коллективĕсен ансамблĕсем юрланă "Малиновый звон" тата "Деревенька" юрăсене куракансем пысăк хак пачĕç. Кашни çулах фестивальте Г.Андрееваран, Н.Петроваран, О.Тимофееваран тăракан трио çĕнĕ юрăсемпе сцена çине тухать. Хальхинче те вĕсем юрланă "Ай-хай улма йывăççи", "Улăх тăрăх утар-и" юрăсем хитре янăрарĕç.

Л.Михайловапа Г.Афанасьева "Кумасем", Хайпăларан килнĕ Н.Герасимовапа Н.Матвеева "Тухтăр патĕнче" сценкăсемпе халăх умне тухрĕç, пурне те култарчĕç. Пуянкассинчи Гордеевсен çемье ансамблĕ вара чăваш халăхĕн хăна юррисене чаплă шăрантарчĕ.

Виçпÿрт Шăмăршăри "Сурпан" халăх фольклор коллективĕ хатĕрленĕ "Салтака ăсатни" йăла-йĕркене, Пуянкассинчи "Ахаяс" ушкăн юрланă "Тăванăм ту айккинче ут çулать", "Аяюк та пур пирĕн" ятлă чăваш халăх юррисене те халăх ăшшăн йышăнчĕ. Е.Муравьева хăйĕн çепĕç сассипе "Ой ты рожь" юрăпа залри халăхăн кăмăлне çĕклерĕ. Концерт программине В.Борисова ертсе пычĕ. Кĕвĕ-çемĕсене выляканĕсем Федор Маловпа Алексей Андронов баянистсем пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика