12 марта 2011 г.
Карапай Шăмăршăра йышлă выльăх-чĕрлĕх усракан çемьесем чылай. Вĕсенчен пĕри – Çĕнтерÿ урамĕнчи Исаевсен туслă та ĕçчен çемйи.
– Юлашки 6 çулта кил хуçалăхĕнче икшер ĕне усратпăр, – каласа пачĕ кил хуçин мăшăрĕ Екатерина Петровна. – Хальлĕхе пĕр ĕнене кăна сăватпăр-ха. Тепри – пушмак, вăл пăруласса кĕтетпĕр. Çемьерен ытлашши юлакан сĕте ялти предпринимателе сутатпăр.
Малалла кил хуçипе, Василий Алексеевичпа, калаçнă май, сăмахăмăр кил картинчи ытти выльăх-чĕрлĕх çине куçрĕ.
– Ĕнесемсĕр пуçне, хальхи вăхăтра пăру, 4 пуç сысна, çав шутран 3-шĕ çăвăрлаттармалли амасем, 10 пуç сурăх (путеккисемпе пĕрле), хурсемпе чăхсем усратпăр, – терĕ вăл.
Пĕлтĕр, çăвĕпех çанталăк типĕ тăнă май, выльăх çими хатĕрлеме питĕ кансĕр пулчĕ. Анчах çине тăрсан, тăрăшсан, йывăрлăхсене çĕнтерме пулатех. Пай çĕрĕсем çинче утă туса илнисĕр пуçне Исаевсем çырма-çатрара та курăк çулнă, ăна типĕтсе упрама хунă. Килти пахчара ытлă-çитлĕ выльăх чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтернĕ.
Килте йышлă выльăх-чĕрлĕх тытни, паллах, килти хуçалăха малалла аталантарма, кулленхи тăкаксене саплаштарса пыма май парать.
Исаевсем хăйсен ывăлне ÿстерсе çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ. Вăл Шупашкарта тĕпленсе пурăнать. Икĕ çул каялла вара Исаевсен кил-йышне харăсах 2 пĕчĕк ача хутшăннă. Ыркăмăллăх кăтартса, йывăрлăхсенчен хăрамасăр, Екатерина Петровнăпа Василий Алексеевич хамăр районти ялсенчи сĕм-тăлăха юлнă пиллĕкри хĕр пĕрчипе ултă уйăхри ывăл тĕпренчĕкне усрава илнĕ. Таня халĕ çиччĕре ĕнтĕ, ялти шкулти хатĕрленÿ класĕнче вĕренет. Андрей – 2 çул та 6 уйăхра, вăл – ялти садикăн воспитанникĕ. Ачасем сывлăхлă çитĕнеççĕ, кирлĕ пек аталанса пыраççĕ.
Кил-йыш пысăкланнă май, Исаевсем хăйсен пÿртне анлăлатма ĕмĕтленеççĕ. Çурт çумне хушса тумалли стенасем купалама кирпĕчсем çителĕклĕ туяннă ĕнтĕ, мачча-урай валли хăмасем те хатĕрленĕ. Çивитти валли те материалсем пур.
Ĕçчен çемьере, сĕт-турăхпа аш-какайсăр пуçне, банкăсене упрама хунă тĕрлĕ пахча-çимĕç те, тĕрлĕ варени те çителĕклĕ. Апат-çимĕçĕн ытларах пайне Исаевсем хăйсен аллипе туса илеççĕ.