12 марта 2011 г.
МАРТĂН 10-мĕшĕнче район администрацийĕн пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш ларăвĕ пулса иртнĕ. Ăна Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ И.М. Абсалямов ертсе пынă.
Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 8 ыйтăва пăхса тухнă. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшлисем – Шăмăршă районĕн 2010 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен пĕлтерни, Шăмăршă районĕн Уставне хăш-пĕр улшăнусем кĕртесси, Шăмăршă район депутачĕсен Пухăвĕн 2011 çулхи ĕç планне çирĕплетесси. Лару кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явса тивĕçлĕ йышăну тунă.
Депутатсем Шăмăршă районĕн 2010 çулхи бюджечĕ тупăш енĕпе 183738561,37 тенкĕ, тăкаксем енĕпе 185788353,01 тенкĕ пурнăçланни çинчен пĕлтернине шута илнĕ.