12 марта 2011 г.
Çамрăк чухнех профессие тĕрĕс суйласа илнĕ, кайран ĕмĕрĕпех юратнă специальноçпа ĕçлекенсем – телейлĕ çынсем. Çакнашкал çынсенчен пĕри – Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнче ачасене математика вĕрентекен Р.Д. Кузьмина. Раиса Дмитриевнăн пĕтĕмĕшле педагог стажĕ 33 (!) çулпа танлашать.
Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăк ялĕн хĕрĕ Раиса Евстафьева (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1970 çулта вырăнти шкулта 7 класс пĕтерсен, учительсем сĕннипе, Шупашкарти физикăпа математика шкулне вĕренме кĕнĕ. Опытлă педагогсем пулăшнипе вĕренÿ отличници хăй чунтан юратакан математикăпа çулран-çул тарăн та çирĕп пĕлÿ илсе пынă.
1973 çулта Раиса Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика уйрăмĕнче вĕренме пуçланă. Унта лайăх паллăсемпе вĕренсе пынисĕр пуçне ташă кружокне те çÿренĕ. Шăпах çакăнта паллашнă та вăл Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕн йĕкĕчĕпе Вячеслав Кузьминпа. Пединститутăн физика уйрăмĕнче вĕренекен студентпа сăпайлă та хитре пит-куçлă хĕр хушшинче часах туслăх кĕперĕ хывăннă. 1976 çулта вара пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайман çамрăксем пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
1978 çулта учитель дипломĕллĕ, пĕр ачаллă туслă çемье Шăмăршă районĕнчи Палтиел вăтам шкулне ĕçлеме килнĕ. Унта Раиса Дмитриевна ачасене – математика, Вячеслав Михайлович физика вĕрентнĕ. Шкулта ташă, вокал кружокĕсене йĕркеленĕ май, педагог тата йĕркелÿçĕ ăсталăхне асăрхаса Р.Д. Кузьминана тепĕр çулах класс тулашĕнчи ĕçсен организаторĕ пулма çирĕплетнĕ.
1982 çулта В.М. Кузьмина Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорне уйăрса лартнă. Çак çултан тытăнса Раиса Дмитриевна ку шкулта паянхи кунчченех ĕçлет, ачасене математикăпа тарăн пĕлÿ парасишĕн тăрăшать. Çултан-çул профессилле ăсталăхпа вăй хурать пултаруллă учительница, математикăна вĕрентессинчи çĕнĕ методика мелĕсемпе вырăнлă усă курать.
Р.Д. Кузьмина уроксене проблемăллă, аталануллă вĕрентÿ, тĕрĕслев технологийĕсене, ушкăнпа тата ачапа уйрăммăн ĕçлессин принципĕсене тĕпе хурса йĕркелет. Вăл çĕнĕ темăсене тĕплĕн, ансат чĕлхепе ăнлантарать. Вĕренекенсен урокри активлăхне, шухăшлăвне ÿстерме май паракан мелсемпе анлăн усă курать. Диалог – тĕп вырăнта. Раиса Дмитриевнăн урокĕсенче яланах ĕçĕ лару-тăру, çирĕп дисциплина хуçаланать.
Аслă категориллĕ учительницăн вĕренекенĕсем районти математика олимпиадисене те активлă хутшăнаççĕ, вĕсенче çирĕп пĕлÿпе палăраççĕ. Акă иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 5 класри Д.Ермолаева, М. Иванов, Н.Иванов, 7 класри А.Петькова, П.Столяровпа Е.Столярова 1-3 вырăнсене, 10 класри Н.Федорова – пĕрремĕш, О.Елисеевапа И.Лаврентьева – иккĕмĕш вырăнсене йышăннă. "Кенгуру – 2010" ятпа иртнĕ математика конкурс-вăййинче (район шайĕнче) Д.Ермолаева, Е.Столяровапа О.Елисеева – пĕрремĕш, А.Петьковапа И.Лаврентьева иккĕмĕш вырăнсене тухнă. Çак пысăк çитĕнÿ, паллах, Раиса Дмитриевна ачасене уроксенче тĕпчевпе практика ĕçĕсене хальхи вăхăт ыйтнă пек хăнăхтарнипе çыхăннă. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче А.Петькова районти наукăпа практика конференцийĕнче математика проекчĕпе иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Р.Д. Кузьмина вун пĕрмĕшсен 8 выпускной класне вĕрентсе кăларнă. Выпускниксем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсенче математикăпа лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Чылайăшĕ хăйсен юратнă учителĕн профессинех суйласа илнĕ. И.Г. Яковлева, акă тăван шкултах тăрăшать.
– Çак шкула эпĕ 1987 çулхи сентябрьте ĕçлеме килтĕм, – каласа парать Р.С. Андреева завуч. – Р.Д. Кузьминапа В.В.Елисеева математиксем мана ĕçре пулăшсах пычĕç. Математикăпа мана хăйсен ĕç опытне нумай пачĕç. Çакăншăн эпĕ вĕсене тав тăватăп.
Пархатарлă ĕçшĕн Раиса Дмитриевнăна «Çут ĕç отличникĕ» знакпа, РФ тата ЧР Вĕрентÿпе наука министерствисен, райадминистрацин Хисеп грамотисемпе чысланă.
Вячеслав Михайловичпа Раиса Дмитриевна икĕ ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса, професси илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă (питĕ шел, аслин, Вовăн, пурнăçĕ автоаварире вăхăтсăр татăлнă). Кузьминсен – 4 мăнук.
Паян Р.Д. Кузьмина 55 çул тултарать. Чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, çирĕп сывлăхпа тулли телей тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр Сире, хисеплĕ Раиса Дмитриевна!