12 марта 2011 г.
ЕНЧЕН те çын пăр ваннине пула шыва анса кайсан, ăна кантăра е шарф, вăрăм патак е чикмек памалла. Хăтаракан çыннăн хăйĕн пăр çине тăсăлса выртмалла, çÿлерех асăннă хатĕрсенчен пĕрин вĕçне путакана тыттарса, ăна шывран кăлармалла. Çывăхра нимле хатĕр те курмасан, инкеке лекнĕ çын патне шуса пымалла, ăна алăран е тумтирĕнчен тытса хăтарма тăрăшмалла.
Кун пек чухне васкавлăх кирлĕ – шыври çын вăй-халне хăвăрт çухатса пырать (пăрлă шывра çын 15-20 минутран ытла тытăнса тăраймасть), вăл анса кайма пултарать.
Пăрлă шывран кăларнă çынна ăшăтас тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнмалла.
Çын шывра курăнми пулсан, ăна хăвăртрах туртса кăлармалла, пулăшу пама тăрăшмалла, васкавлăн больницăна леçмелле.
Пăр çинче асăрхануллă пулмалли пирки ашшĕ-амăшĕсен ачасене асăрхаттарсах тăмалла. Çанталăк ăшăтсан, пăр сийĕ çÿхелме, ванса-çурăлса хăрушлăх кÿме пуçласан пăр çине пачах тухма юраманни çинчен те аса илтермелле.