12 марта 2011 г.
ПĔтĔм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн районти Инвалидсен обществин председателĕ А.Н. Константинова ветерансем вăхăтлăх пурăнакан çуртсенче – Шăмăршăри, Палтиелĕнчи тата Пăчăрлă Пашьелĕнчи уйрăмсенче пулчĕ. Альбина Николаевна çак уйрăмсенче пурăнакан хĕрарăмсене пысăк уяв – Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕ, парнесемпе чысларĕ.
Кун хыççăн вара ватăсем уйрăмри столовăйра уяв апачĕпе сăйланчĕç.
Хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн ватăсем общество председательне А.Н. Константинована ăшшăн тав турĕç. Çавăн пекех, Ветерансен çуртĕнче килти евĕр условисем тума, хăйсемпе яланах тимлĕ пулма тăрăшнăшăн хĕрарăмсем уйрăмсен ертÿçисене тата социаллă работниксене те чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç.