Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿçĕсен ăмăртăвĕ

12 марта 2011 г.

ÇАК кунсенче 1995-96 çулсенче çуралнă шкул ачисем Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн республикăра самбо енĕпе иртнĕ ăмăртура тупăшнă. Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан çамрăк кĕрешÿçĕсен команди 5-мĕш вырăн йышăннă. Район чысне М.Попов, Д.Гаврилов, А.Надюкин, И.Филиппов, П.Матвеев, Н.Шиллер, Р.Алексеев, Е.Кузьмин, И.Ефимов, П.Силин хÿтĕленĕ.

Тепĕр ăмăрту та пирĕн ентешсемшĕн ăнăçлă иртнĕ. Шупашкарта пулнă 1999-2000 çулсенче çуралнă шкул ачисем хушшинчи самбо кĕрешĕвне хамăр республика кĕрешÿçисемсĕр пуçне Хусан, Набережные Челны, Волжск хулисенчен килнĕ хăнасем те хутшăннă. 30 кг çитичченхи виçере Д.Галкин иккĕмĕш вырăн йышăннă, 38 кг çитичченхи виçере М.Попов бронза медаль хуçи пулса тăнă. Хăйсен виçе категорийĕсенче М.Юнкеровпа Р.Кудряшов пиллĕкмĕш вырăнсене йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика