16 марта 2011 г.
ВĔРЕНЕКЕНСЕН тĕпчев ĕçĕсен Пĕтĕм Раççейри "Тăван çĕр-шыв" конкурсĕн республикăри тапхăрĕ вĕçленнĕ, унта Чăваш Енри 11 районпа 4 хуларан 72 ача хутшăннă.
"Раççей çарĕн историйĕ" номинацире "Пирĕн ентешсем – Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсем" тĕпчев ĕçĕпе Пуянкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулăн 8 класĕнче вĕренекен Инна Федотова (ертÿçи - Л.П. Краснова учитель) виççĕмĕш вырăн, "Йăх – тымарсем" номинацире "Манăн хушамат историйĕ" ĕçпе Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн 11 класĕнче вĕренекен Ольга Вазанова (ертÿçи - Г.Н. Веденеева учитель) пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Лауреатсен ĕçĕсене Мускава, конкурсăн Федераци тапхăрне хутшăнма ярса панă.