16 марта 2011 г.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ çумĕнчи "Экоцвет" пултарулăх пĕрлешĕвĕ чылайранпа ĕçлет ĕнтĕ. Халĕ вăл вун пилĕк ачана пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем шкул ачисем хушшинче тăтăшах пулаççĕ, экологи пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăваççĕ, çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе йĕркелекен акцисене, конкурссемпе выставкăсене хастар хутшăнаççĕ.
Нумаях пулмасть "Экоцвет" пĕрлешĕвĕн черетлĕ ларăвĕ пулса иртрĕ. Унта хамăрăн йыша çĕнĕ членсене илтĕмĕр. Вĕсем çут çанталăка юратма, ăна сыхлама, уншăн тăрăшма тупа турĕç.