Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă юр та ирĕлет...

16 марта 2011 г.

Çитес тухăç никĕсне кĕркуннех хывса хăварнă. Хальлĕхе вăрлăхсем 2140 тонна пур. Вĕсене тĕрĕсленĕ, 70 проценчĕ кондициллĕ. Тĕпрен илсен, вăрлăхсен шăтаслăхĕ лайăх, 30 проценчĕ çÿп-çаплă пулнипе ака стандарчĕсене тивĕçтермест. Çур акиччен хуçалăхсенче вĕсене пĕтĕмпех тасатса пĕтересшĕн. Ку ĕç пырать те ĕнтĕ.

Хуçалăхсенче сортсене улăштарас, çĕнетес тĕлĕшпе те ĕçлемеççĕ мар. Сăмахран, "Искра" СХПК 13 тонна урпапа тулă, "Исток" ООО 13 тонна та 700 килограмм тулă, "Шанс" ООО 15 тонна урпапа тулă, "Восход" СХПК 3 тонна тулă вăрлăхĕ туяннă. Çавăн пекех вăрлăхсене çĕнетес тĕлĕшпе "Сатеев А.И." фермер хуçалăхĕ Чăваш Республикинчи апат-çимĕç фончĕпе, "Карлинская" Агрофирма" ЗАО Елчĕк районĕнчи пĕр хуçалăхпа килĕшÿ тунă.

Районта нумай çул ÿсекен курăксен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 3350 гектар шутланать, кăçал вара тата 500 гектар акса хăварма палăртнă. Пĕр çул ÿсекен курăксем 600 гектартан кая мар пулмалла.

Вăрлăхсене имçамласа çеç акса хăварасшăн, хуçалăхсем препаратсем туянма пуçланă. Çавăн пекех, хуçалăхсем минераллă удобренисем туянма та килĕшÿ тăваççĕ, банкран кредит илеççĕ.

Малтанласа тĕрĕслесе пăхнă тăрăх, кĕр калчисем начар мар хĕл каçаççĕ. Çавах та юр ирĕлме тытăнсан шав пуçтарăнса тăракан лаптăксенче вĕсем пĕтес хăрушлăх та çук мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика