Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисем те ĕçлĕ пулччăр

16 марта 2011 г.

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал пулăшу ыйтса 191 çын пынă, вĕсенчен 113-шне ĕçсĕр тесе йышăннă. Центр ертÿçи С.Кузьмин каланă тăрăх, тăватă çынна вăхăт çитичченех пенсие яма май тупнă.

– Сергей Владимирович, калăр-ха, халĕ сирĕн патăрта миçе ĕçсĕр çын учетра тăрать;

– Паянхи куна – 109 çын. Çак хисеп чактăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлт тума тăрăшатпăр. 118 çынна ĕç тупса пама май килчĕ, 31 çынна обществăлла тÿлевлĕ ĕçсене явăçтартăмăр. Çавăн пекех, 14-18 çулхи çамрăксем – вĕсем 55-ĕн – вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçлерĕç.

– Ахăртнех, вĕренес, çĕнĕ професси илес текенсем те пур пулĕ;

– Паллах, унсăрăн мар. Халĕ центр панă направленипе 19 çын вĕренет. Вĕсем газоэлектросварщиксем тата экскаваторщиксем пулĕç. Ĕç рынокĕнче паян ытларах котельнăйсен операторĕсем, тракторист-машинистсем, хуралçăсем, бухгалтерсем кирли палăрать.

– Енчен те çын харпăр хăй ĕçне йĕркелесе ярас тесен;

– Вĕсене те пулăшма тăрăшатпăр. Кун пеккисем кăçал ултă çын пулчĕç, пĕр выпускницăна опыт пухма стажировкăна янă. Асăннă мероприятисене пурнăçа кĕртме пурĕ 352800 тенкĕ тăкакланă.

– Вакансие илес пулсан;

– 132 ваканси пирки заявка панă, вĕсенчен 120-ĕшĕ – рабочи профессийĕсем, 20-ĕшĕ – пурăнма кирлĕ минимумран ытларах тÿлемеллисем. 31 çынна обществăлла ĕçсене вырнаçтарнă, тĕрлĕрен организацисемпе 16 килĕшÿ тунă. Çавăн пекех, вакансисен икĕ ярмаркине иррттернĕ. Центрăн тĕп тĕллевĕ – ĕçсĕр юлнă çынсене професилле ориентаци парасси. Кăçал çакнашкал пулăшупа 136 çын усă курнă. Республика шайĕнчи "Эсĕ суйлакан професси" акцие пурнăçа кĕртес ĕçе те активлă хутшăнма тăрăшатпăр.

– Сергей Владимирович, кăçал центр мĕнле ĕçсем тума палăртнă;

– Республикăн тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн, вĕрентÿ учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 13 выпускника опыт пухма стажировкăна яма палăртнă. Çавăн пекех харпăр хăй ĕçне пуçарса янă 51 ĕçсĕр çынна пулăшу памалла. "Кунсăр пуçне 9 инвалида ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле, ку тĕлĕшпе нумай ачаллă виçĕ çемьене ĕçе вырнаçма пулăшмалла. Кăçал ĕçрен хăтарас хăрушлăх пур 26 çынна професси вĕренĕвне ярас тетпĕр. Виçĕ çула çитмен ачасемпе ларакан амăшĕсем те çĕнĕ професси илме пултараççĕ. Пирĕн тĕллев – ĕçсĕррисем те ĕçлĕ пулччăр тесе тăрăшасси.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика